05 июня 2010 г.
"Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тĕлĕшпе агротехника ыйтнипе килĕшỹллĕн пурнăçламалли мероприятисене вăхăтра, çỹллĕ шайра туса ирттереççĕ. Çак кунсенче кунта тĕш тырă культурисен пĕтĕм лаптăкне, вăл пĕтĕмпе 540 гектар йышăнать, çум курăкран хỹтĕлесе гербицид сапнă. Çавăн пекех шăтса тухнă хыççăн калчасене минераллă удобренипе апатлантарнă. Пĕрре ĕçе пуçăннипе усă курса кооперативра тăрăшакансен пĕр ушкăнĕ _ Леонид Усанов тракторист, Дмитрий Шуйков водитель, Юрий Чернов, Галина Усанова, Любовь Львова лаптăксене çум курăкран хỹтĕлесе гербицид сапассине те, калчасене минераллă удобренипе апатлантарассине те кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем пропашной культурăсене çум курăкран хỹтĕлесе гербицид сапаççĕ. (