Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара чи лайăх ĕçлекенсем

05 июня 2010 г.

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен, уйрăм механизаторсен çур акинчи ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура акционерсен "Прогресс" хупă обществи çĕнтернĕ. Ăна диплом тата ĕçлĕ ăмăртăвăн кубокне парас. Ака отрячĕсем хушшинче "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативне чи лайăххи тесе палăртнă. Ăна диплом тата ĕçлĕ ăмăртăвăн кубокне парас. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Таяпа Энтринчи Федор Алексеевич ШАДРИКОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Ăна диплом тата ĕçлĕ ăмăртăвăн кубокне парас. Уйрăм механизаторсем хушшинче "Эмметево" ОООри Венарий Константинович ЗАХАРОВ мала тухнă, ăна "2010 çулхи ака чемпионĕ" ята тата Хисеп грамоти парас. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама ял хуçалăх техникине лайăх пахалăхпа хатĕрленĕшĕн Курнавăшри Юрий Николаевич ЦВЕТКОВ хресчен (фермер) хуçалăхне диплом парас.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика