Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕплĕ, канăçсăр, сатур

02 июня 2010 г.

Шăпах аллă çул каялла Элекçей Тимешĕнчи Антоновсен çемйинче пĕрремĕш пепке кун çути курнă. Çамрăк мăшăр кĕтнĕ тĕпренчĕкне Ион ят панă. Сап-сарă ача мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕн шанчăкĕ, пулăшаканĕ пулса çитĕннĕ. Çапла пулмасăр, ун хыççăн тата тăваттăн тĕнчене килнĕ туслă çемьере. Антоновсен аслă ывăлĕ сакăр класс пĕтерсенех вĕренме кайма тĕв тытнă. Электрик профессийĕ килĕшнĕ каччăна. Училище пĕтернĕ хыççăнах тăван яла таврăннă вăл. Чи малтанах тăрăшуллă йĕкĕт "Келмар" предприятире тăрăшать. Унтан вăл Елчĕкри подстанцине ĕçе вырнаçать. 25 çул пĕр улшăнмасăр чунне парса ĕçлет хăйĕн юратнă профессийĕпе Ион Васильевич Антонов. Пурнăç улшăннă май хастар электрик юратнă коллективпа сыв пуллашать. Штата кĕскетнĕ май унăн ĕç вырăнне улăштарма тивет. Ним тума çук, ытти юлташĕсемпе пĕрле инçе çула тухса кайма тивет ăна. Мускавра та Ион хăйĕн профессийĕпех тăрăшать. Ỹркенмест вăл, строитель ĕçне те пултарать, ахаль рабочи вырăнне тăрсан та маххă памасть. Тĕлĕнетĕн те унран, мĕнле ĕлкĕрет вăл, пушă вăхăт тупăнсанах сарайĕнче кăштăртатать. Алли ылтăн теççĕ ăна пĕр çуртра пурăнакансем. Тем ăсталама та пĕлет вăл. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ тăвать. Килĕнче пĕр канмасăр ĕçлесен те арăмĕн йăмăкĕсене те май килнĕ таран пулăшма ерçет. Наташăпа Татьяна йыснăшне тав туса пĕтереймеççĕ. Ион Антонов çемьеллĕ. Мăшăрĕпе, Клава Николаевнăпа, пĕрлешни часах вăтăр çул çитет. Килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Телейлĕ çемьере виçĕ ача ỹссе çитĕннĕ. Асли, Василий, авланса ачаллă пулнă ĕнтĕ. Данил мăнукне ытараймасть аслашшĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ, Саша, авланман-ха. Хĕрĕ те çемье çавăрнă. Татьяна хĕрĕпе Владик кĕрỹшĕ тĕпренчĕкне Юля ят панă. Хĕр пĕрчишĕн каçсах каять кукашшĕ. Мăшăрĕшĕн, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн чунне пама хатĕр ашшĕ, кукашшĕ, аслашшĕ. Антоновсем Елчĕкре тĕпленнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнсан та выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, хăйсене уйăрса панă участокра пахча çимĕç лартса-акса ỹстереççĕ. Тăванĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ тата. Савăнса тăратăн пĕр-пĕринпе туслă та тату пурăннăшăн. Хăтăш-тăхлачăшсем умĕнче те хисепре юбиляр. Çакăн пек тăрăшакан кил хуçи пулсан çемье яланах телейлĕ. Пилĕк теçетке çул хушшинче амăшĕ, Зинаида Васильевна, ывăл-хĕрĕсем начар тесе каланине илтмен халиччен. Чăннипех те савăнать ачисемпе амăшĕ. Шел, ашшĕ ачисен çур ĕмĕрхи юбилейне кĕтсе илеймерĕ. Амăшĕ вара кинĕпе пĕр чĕлхере пулнишĕн хĕпĕртет. Ял хĕрне çамрăклах качча илчĕ Ион, халиччен пĕр-пĕрне сив сăмах каласа кỹрентермен. Малашлăхĕ те çутă та янкăр, савăнăçлă пултăр Антоновсен. Вĕсем ыррине çеç тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика