Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

02 июня 2010 г.

Çу уйăхĕн 17-23-мĕшĕсенче Елчĕк район территорийĕнче административлă право йĕркине пăснă 54 çынна тытса чарнă. Вĕсенчен 2 çынна хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 4, çул-йĕр правилисене пăхăнмашăн _ 46 (2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăснăшăн 2 çынна явап тыттарнă. Хĕненĕ: Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Таяпа Энтринче пурăнакан Ж. тата П. пĕр ялти П.-на хĕнесе пĕтернĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Тĕрлĕрен: Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче 18 сехет тĕлĕнче Çуткỹлĕнчи Н. хуçалăхĕнче пушар тухнă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçне ярса панă. Çак кунах Елчĕкри тĕп больницăна эмелпе наркăмăшланнă С.-на (1990 çулта çуралнă) илсе пынă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне район прокуратурине ярса панă. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 12 сехет те 35 минут тĕлĕнче ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче хăвăртлăха виçерен ытла ỹстернĕ УАЗ-Патриот автомашинăна чарнă. Автомашина водителĕ А. (Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчен) протокол çырасран хăтăлас тĕллевпе ин-спектора 500 тенкĕ взятка сĕннĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне ШĔМĕн Комсомольскинчи экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен оперативлă шырав пайне ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика