Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекепе туслă пул

02 июня 2010 г.

Паян ялти библиотекăсенче те вулакансен интересĕсене тивĕçтермелли майсем пур - Интернет, электронлă почта... Анчах та çамрăксен хушшинче вулама юратакансен йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Çамрăксем ытларах компьютер, телевизор патнелле туртăнаççĕ. Чылайăшĕ паянхи ăру кĕнеке вулама юратманни çивĕч ыйту тесе шутламасть. Ача чухне кĕнекепе туслашман çамрăк çитĕнсен те ăна алла илес çук. Кĕнеке вуламан ача хаçат-журналпа та кăсăкланмĕ. Çавăнпа та ачаран кĕнекепе туслă пулма хăнăхтармалла. Çак ĕçре вара ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвĕсем питĕ вырăнлă. Ваттисен сăмахĕсене аса илер-ха: "Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни - юр çинче", "Вĕренни мулран хаклă теççĕ", "Вĕренни çăкăр ыйтмасть", "Кĕнекепе туслашсан, ăс пухан", "Кĕнеке нихçан та йăлăхтармасть, вуланăçемĕн вулаттарать". Хальхи ачасем мĕншĕн кĕнеке вулама юратмаççĕ-ха? Вĕсен валли информаци çăл куçĕсем ахалех нумай: телекурав, компьютер, DVD-дисксем тата ытти те. Унсăр пуçне телевизорпах вун-вун мультфильм кăтартаççĕ. Вĕсем пур чухне камăн-ха кĕнеке вуласа ларас килтĕр? Енчен те ача кĕнеке вулама юратмасан мĕн тумалла? Кĕнеке патне туртăм кашни çыннăн тĕрлĕрен аталанать. Çакă вара чăн малтанах ашшĕ-амăшĕнчен, тус-юлташĕнчен, вĕрентекенсенчен нумай килет. Кĕнеке _ ăс пуххи. Çаванпа та ачасене ытларах "пĕлỹ çăл куçне" туртăнтармалла, кĕнекене мĕн ачаран юратма хăнăхтармалла. Унпа туслашсан малашнехи пурнăç та ăнса пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика