Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕнче

29 мая 2010 г.

Шуршу ялĕнче пурăнакансем ял уявне йĕркелессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Улттăмĕш çул ирттереççĕ ăна. Ытти çулсенче ялти вăхăтсăр çĕре кĕнĕ А.Волковпа В.Муллина асăнса çамрăксемпе арçынсем футболла вылятчĕç пулсан, кăçал спорт ăмăртăвĕсене тата анлăлатнă. Ял вĕçĕнчи ту çинче хаваслă сасă инçете саланнă. Футболла выляса çамрăксем авланнисене 6:3 шутпа парăнтарнă. Канат туртассипе Çĕнĕкас хĕрарăмĕсем тата çамрăксем палăрнă. Штанга йăтассипе В.Волковпа А.Михайлова çитекенни пулман. Çуран чупакансем уйрăмах йышлă пулнă. Çĕртен туртăнассипе вара Алина Варна юрăçă палăрнă. Çамрăксенчен В.Васильева маххă паман. Волковсемпе Стекольниковсен çемйисем спортпа туслине палăртмалла. Уява йĕркелекенсене _ Юрий Львова, Александрпа Николай Афанасьевсене, Николай Павлов спонсора ял çыннисем чĕререн тав тунă. Вăйă-кулă, юрă-ташă сасси каçченех илтĕннĕ. Шуршусем çак кунах вăййа тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика