29 мая 2010 г.
Валакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе районти тĕп библиотека çулсерен çĕре яхăн тĕрлĕ издани çырăнать. Тĕп библиотека ертỹçи Л.Зайцева пĕлтернĕ тăрăх, вулавăша килекенсем уйрăмах "Елчĕк ен", "Комсомольская правда", "Аргументы и факты", "Хыпар", "ЗОЖ", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсене, "Здоровье", "Сельская новь", "Работница", "За рулем" журналсене кăмăлласа вулаççĕ.