26 мая 2010 г.
Тин кăна 1-мĕш класраччĕ... Пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш учитель, пĕрремĕш урок, пĕрремĕш утăмсем. Вĕренỹ çĕр-шывĕнчи пĕрремĕш хут доска умĕнчи хăюсăр хуравсем. Йăлтах _ пĕрремĕш, пĕрремĕш, пĕрремĕш... Халĕ вара йăлтах юлашки: юлашки шăнкăрав, юлашки хут ларатпăр парттăсем хушшине, юлашки сăн ỹкерчĕк шкул альбомĕнче. Текех уроксенче шăнкăрав кĕтсе ларасси, пĕрле вĕренекенсемпе хаваслăн шавласа коридор тăрăх утасси пулаймĕ... Мĕн кăна пулмарĕ-ши 11 çул хушшинче! Нушаланса задача шутлани, тар юхтара-юхтара сăвă-калав, сочинени хайлани, пуçа кĕмен сăвăсене шĕкĕлчени, кăсăклансах Тăван çĕр-шыв историне, çут çанталăк тытăмне тишкерни, стадионра савăнса чупни, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек юрăсене шăрантарни нихăçан та асăмран тухас çук. Текех кунта ачасем пулса таврăнаймастпăр ĕнтĕ, парттăсем хушшине ларса пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаймастпăр. Хăш еннелле вĕçтерĕ-ши пире пурнăç çилĕ, мĕнле çулпа уттарĕ-ши? . Акă, шкулта вĕренмелли шутлă кунсем юлчĕç. Халĕ пирĕн умра пысăк çул _ вĕренме кĕрсе пурнăçра кирлĕ професси суйласа илесси. Çирĕклĕ Шăхаль шкулне вĕренме 10-мĕш класра килтĕм. Çĕнĕ ачасем, çĕнĕ вĕрентекенсем, çĕнĕ туссем хапăл тусах йышăнчĕç. Çак шкулта икĕ çул çеç вĕреннĕ пулин те, мĕн пĕчĕкрен çакăнта вĕреннĕн, ỹснĕн туйăнчĕ. Сывă пул, тăван шкул! Сывă пул, ачалăх! Сывă пулăр, юратнă учительсем.