Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă кун-çул

22 мая 2010 г.

Пархатарлă кун-çул Тăван яла _ Аслă Таяпана çитсен чи малтан Ениковсем патне чарăнтăм. Кил хуçи _ Петр Алексеевич, унăн мăшăрĕ _ Анна Васильевна _ манăн ачалăхри тантăш. Иккĕшĕ те ялти хисеплĕ, сумлă çынсем, саккăрмĕш теçеткене вакласа пыраççĕ. Апла пулин те ывăннине пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Тăрăшуллă пулман пулсан вĕсем çакăн пек хитре те капмар çурт хăпартса лартаймĕччĕç. Ениковсем Тайпике юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă. Хапхине те, кирпĕч çуртăн чỹречисене те эрешлесе илемлетнĕ. Кил умĕнче çерем ешерет. Умри пахчара тĕрлĕ йышши тĕмсем, чечексем çитĕнеççĕ. Эпĕ вĕсем патне пынă чухне Петр Алексеевич хăнана килнĕ ывăлĕпе тата юлташĕпе мунчан ăш-чикне çĕнететчĕç. Маларах арçынсем кроликсен клеткисене вырнаçтарнă. Петьăпа Анна пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 45 çул çитрĕ. Иккĕшĕ те ялти шкулта вĕреннĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăха пула вĕсен 7 класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ. Анна тăлăх ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ вилсен 6 ачаллă çемьене аслă аппăшĕ Наçтук ертсе пынă, вăл шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулнă. Пурте сывă, ĕçчен, ăслă-тăнлă çитĕнчĕç. Паянхи пекех куç умĕнче: Анна, сенкер куçлăскер, сарă, вăрăм çивĕтпе çỹретчĕ, хитре хĕр пулса çитĕнчĕ. Çак хитрелĕх унра халĕ те çухалман. Кăмăлĕпе те ырă вăл. Çĕнĕ Пăвара çитĕннĕ А.О.Шуркин генерал-майор, Олег Николаевичпа Владимир Николаевич Викторовсем унăн çывăх тăванĕсем. Петр Алексеевичăн кун-çулĕ вара çав тери пуян. Ăçта кăна çитсе ĕçлесе курман пулĕ ялта çуралса ỹснĕ йăваш чăваш ачи? Çар службине вăл 1957 çулта Волгоградран, уйсене шăвармалли канал тунă çĕртен кайнă. Малтан çар службине матрос Одессăра ирттернĕ. Ун хыççăн вĕсен команди, çĕнĕ карап йышăнса, Севастопольте якорь ярать, Хура тинĕсе сыхлать. Албани çĕр-шывĕ çывăхĕнче патшалăх интересĕсене хỹтĕлет. Каярахпа, Европăна хĕвел анăç тата çурçĕр енчен çаврăнса, карап Латвири Лиепая порт-хулана вырнаçать. Унăн 5 çула тăсăлнă çар служби çакăнта вĕçленет. Апла пулин те Петр тинĕспе тепĕр икĕ çултан анчах уйрăлать. Контракт мелĕпе гидрографи (шыв тарăнăшне виçекен) карап çинче, Çурçĕр тинĕсре пулă тытнă çĕрте ĕçлет. Архангельск хулине куçать, Анна та унта ĕçленĕ пулнă. Çавăнтах вĕсем мăшăрланаççĕ. Çамрăк мăшăра тăван кĕтес, тăван тавралăх ытларах илĕртнĕ. Тăвансемпе, ял-йышпа пĕрле пуçтарăнса çамрăксем çурт çавăраççĕ. Петр Алексеевич Елчĕкри Сельхозтехника пĕрлешĕвĕнче вĕренсе комбайнер, тракторист профессине алла илет, каярахпа кочегарсен курсне те пĕтерет. Пурĕ 17 çул К.Маркс ячĕпе хисепленекен колхозра комбайнер пулса вăй хурать. Çав çулсенче комбайнерсен ушкăнĕн ертỹçинче ĕçленĕ Н.Кирилловпа А.Сайкин агроном П.Еников ĕçĕ-пе кăмăллă пулни çинчен каласа кăтартнине пĕр хутчен анчах мар илтме тỹр килнĕ. Колхоз председателĕ В.Пугачев ăна правлени ячĕпе темиçе хутчен те тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Опытлă комбайнера тĕрлĕ çулсенче Тутарстанра, Ульяновск, Астрахань, Саратов облаçĕсенче вырмана хутшăнма тивнĕ. Колхоз утарĕнче те вăй хунă вăл. Хĕллехи вăхăтра Сельхозтехника пĕрлешĕвĕнче, ялти клубра кочегарта тăрăшнă. Шăпа Петр Алексеевича Урал тăвĕсем урлă каçса Свердловск, Иркутск облаçĕсене, Лена юхан шывĕ патне çитерет. Кунта вăл тайгара сухăр юхтарнă çĕрте ĕçлет. Анна, çамрăк чухне торф кăларакан предприятисенче, колхозра ĕçленĕ пулсан, шкулта техничкăра ĕçлесе пенсие тухнă. Ениковсен ачисем те хăйсем пекех маттур. Виççĕшĕ те çемьеллĕ. Ашшĕ Володя ывăлне пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех хăйпе юнашар комбайн штурвалĕ умне тăратнă. Халĕ вăл тĕрлĕ енлĕ механизатор, Нефтеюганск хулинче пурăнать, пысăк машинăпа нефть пăрăхĕсем турттарать. Унăн ывăлĕ те инженер-механика вĕренсе тухнă. Лариса хĕрĕ Вăрнар поселокĕнче професси училищин преподавателĕ, унта математика предметне вĕрентет. Аслă категориллĕ педагог, Раççей Федерацийĕн наукăпа вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. Унăн ывăлĕсем _ студентсем. Кĕçĕнни Людмила _ финансист, Шупашкар районĕнчи казначействăра ĕçлет. Ачисем тăван киле пуçтарăнсан ашшĕ-амăшĕнчен: "Мĕн ĕçлемелле"? _ тесе ыйтаççĕ, кил-çурта тытса пыма пулăшаççĕ. Петр Алексеевичăн тăванĕсем те хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Нина аппăшĕ колхозра дояркăра, свинаркăра ĕçлесе пенсие тухнă. Коля пиччĕшĕ комбайнпа, Миша шăллĕ тракторпа ĕçленĕ, фермăра та вăй хунă. Пиччĕшĕн ывăлĕсем, Петьăпа Володя тата Валера, вырма вăхăтĕнче комбайнпа ĕçлеççĕ. Ениковсем мĕн ĕлĕкренех хăйсен килĕнче хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Петр Алексеевичпа Анна Васильевна та сывлăхĕсем пур чухне çак ĕçе пăрахма шутламаççĕ. Вĕллесем тытасси вĕсемшĕн ватлăхри пархатарлă ĕç пулса тăнă. _ Хурт-хăмăр ĕçкĕпе иртĕхекене, пирус туртакана юратмасть, _ тет Анна. _ Çак ирсĕр енсем мана нимĕн тума та кирлĕ мар. Эпĕ хамăн телее çемьере, ĕçре тупнă, _ тесе хуравлать кил хуçи кăмăлтан. ...Çут çанталăкпа, тăвансемпе, ял-йышпа килĕштерсе, хăйсен сывлăхĕсене упраса пурăнаççĕ Ениковсем. Çакăнтан хакли вара пурнăçра урăх мĕн пултăр? .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика