22 мая 2010 г.
Пăрçана авалтанах туса илеççĕ. Ытти культурăсемпе танлаштарсан, пăрçара белок нумай, ăна выльăхсене çитерни усăллă. Зоотехника норми тăрăх 1 килограмм апат единицинче 100 грамм протеин пулмалла пулсан, пăрçа культуринче вăл 158 грамм, сĕлĕре 76 грамм, ырашра 78 грамм, урпара 81 грамм, тулăра 93 грамм шутланать. Иртнĕ ырă вăхăтсенче "Победа" колхозра кашни пусă çаврăнăшĕнче пĕрер уй пăрçа лаптăкĕ йышăннă. Унăн тухăçĕ те пысăк пулнă. Малтан пăрçа пулнă анара çитĕннĕ кĕрхи культурăсем те пысăк тухăç параççĕ. Юлашки çулсенче районти, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче те пăрçа туса илесси çине ытлашши тимлĕх уйăрсах каймаççĕ. Çакна вĕсем пăрçа зерновки текен чир сарăлнипе сăлтавлаççĕ. Чиртен хăтăлмалли майсем те пур-çке. Вĕсемпе мĕншĕн усă курмастпăр?