Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк çура пепке пекех

22 мая 2010 г.

Ку чăнах та çапла: çамрăк сысна çури питĕ ачаш, хăвăрт чирлеме пултарать. Пĕрремĕш уйăхсенче ăна питĕ тимлĕ пăхмалла. Чи кирли вăл _ çурана тĕрĕс тăрантарасси. Килти хуçалăхра самăртма 60 кунри çурана туянсан аван. Ку вăхăт тĕлне вăл çирĕпленет, ỹт хăвăрт хушма тытăнать. Сывă çуран хăлхисем пысăк, ỹчĕ кĕрен тĕслĕ, хул калаккисем сарлака, хỹри айĕ типĕ, кĕлеткинче пỹсĕр çук. Туяннă чухне çуран шăртне те асăрхăр. Тулăх тăрантарнă çуран шăрчĕ сивĕ вăхăтра та вăрăм мар пулать, вăл тỹрĕ, сайра, кĕске, кĕлетке çумне çыпăçса тăрать. Туяннă çурана киле илсе килнĕ хыççăн тỹрех тăрантармалла мар, хăнăхма, витепе паллашма, лăпланма памалла. Çура çиес вырăнне ĕмет кăна пулсан апат çине çăкăр татки хушса памалла; каярахпа ун виçине ỹстерсе пымалла. Çуран шăлĕсене тĕрĕслемелле. Хура шăлне хĕскĕчпе кăлармалла. Сывă, 2 уйăхри сысна çури 18-20 килограмм таять. Çак тапхăрччен выльăха çĕр улми памалла мар. 4 уйăха çитиччен çурана кунне 4 хутчен, каярахпа 3 хутчен тăрантараççĕ. Рациона хатĕр комбикорм хушас тетĕр пулсан унăн составне пăхăр. Çура организмĕнче ыраш начар ирĕлет, сĕлле вара вĕсем юратмаççĕ. Çуркунне рациона вĕлтрен, кукша пуç курăкĕ (одуванчик) хушмалла. Малтан вĕсене лайăх тураса вĕтетмелле, унсăрăн шултра турамсем выльăх хырăмлăхне кỹпĕнтерме пултараççĕ. Çанталăк ăшăтма тытăнсан çурасене картишне кăларса 2-5 сехет уçăлтармалла. Ăшă чухне вĕсем тăпрана сăмсипе чакалама тăрăшаççĕ. Çакă лайăх паллă, мĕншĕн тесен тăпрара вĕсем усăллă япаласем тупаççĕ. Икĕ уйăхчен çурасене "Здравур Крепыш", икĕ уйăхран аслисене "Здравур Боренька" премикс параççĕ. Организмри кальци, фосфор, натрипе кỹкĕрт (сера) виçине "Крепковит" ỹстерме пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика