Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç... пулмарĕ

22 мая 2010 г.

Вĕсен çемйине лайăх çемьесен шутне кĕртсе асăнатчĕç. Ашшĕ _ пултаруллă инженер, лайăх çемье пуçĕ. Анчах унăн пĕр çитменлĕх пулнă _ вăл ĕçме юратнă. Килте ахаль чухнех, пĕр сăлтавсăр ĕçекен çынсем пур. Эрехе кашни çын хăйне майлă чăтать. Çын яланах ĕçет пулсан ăна ĕçке ернĕ теме пулать. ...Ашшĕ час-часах тепĕр чухне килтех ĕçнĕ. Ачасем сĕтел хушшине аслисемпе пĕрле ларнă. 12 çулхи ачана чи малтанхи хут эрех тутантарса кăтартнă. Çавăнтан тытăнса кашни уяврах ун умне пĕр черкке пылак эрех ларта-ларта панă. Вăл майĕпен эрехе хăнăхса пынă. Паллă ĕнтĕ, çыннăн çуралнă чухнех эрех ĕçес туйăм пулмасть. Малтанхи хут ăна тутанса пăхсан, çыннăн йĕрĕнес туйăм çуралать. Çапах та мĕн хистет хăшĕ-пĕрисене эрех ĕçме? Чи малтанах авалтан пыракан ĕçкĕ йĕркисене аса илер. Шел пулин те, пирĕн пурнăçра лайăх е япăх ĕçсене "çумалли" сиенлĕ йăла пур. Çын ĕçе вырнаçса пĕрремĕш шалу илнĕ _ "хăналасса" кĕтекен тусĕсем тỹрех тупăнаççĕ. Тепри çĕнĕ япала туяннă, диплом илнĕ, отпуска тухнă _ каллех черкке, черкке, черкке...Çак йĕрке _ ĕçмен çынсене те ĕçекенсен шутне кĕртекен паллă сăлтавсенчен пĕри. Ĕçке ерни çемье бюджетĕнче те аванах палăрать. Ĕçке ернĕ çын укçине ытларах ĕçсе пĕтерет пулсан çемьери çынсем кирлĕ япалана туянаймаççĕ, апат-çимĕçне те сахалрах пĕтерме тăрăшаççĕ. Социологсем çемьесĕр çамрăк çынсен бюджетне тĕпченĕ. Шел, "тăкаксем" текен статьяра эрех-сăра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Вăл пурнăç çулĕ çине тин тăракан çамрăк-çке. Тĕпчевçĕсем эрехĕн пĕчĕк виçи те ĕçлес пултарулăха чакарнине тахçанах палăртнă. Кăнтăрлахи апатра ĕçнĕ пĕр кĕленче сăра е пĕр стакан эрех çыннăн хусканăвне йĕркерен кăларать, куç вăйĕ чакать, ĕç хăнăхăвĕсем вăхăтлăха чакаççĕ, пуç ĕçлемест. Кăштах кăна ĕçни те ĕç вĕçлениччен ĕçлес пултарулăха 17-20 процент таран чакарать. Çын ĕç хыççăн килте 100-150 грамм эрех ĕçсен тепĕр кунне унăн ĕç тухăçлăхĕ 4-5 процент чакать. Ытларах ĕçсен вара_ 15-30 процент таран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика