22 мая 2010 г.
Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарас умĕн пĕр кун маларах районти çамрăк спортсменсем Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче Совет Союзĕн Геройне С.А.Уганина асăнса чăваш кĕрешỹ мелĕпе ирттернĕ уçă турнира хутшăнчĕç. Унта 10-18 çулсенчи атлетсем вăй виçрĕç. 9 команда хушшинче Елчĕк район команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ, кубок çĕнсе илчĕ. Уйрăм виçесенче А.Седов (Аслă Елчĕк), С.Рахмуллин (Яманчỹрел) _ пĕрремĕш, Е.Яковлев (Лаш Таяпа), И.Чернов (Аслă Елчĕк), Д.Карсаков, В.Марков (Яманчỹрел) _ иккĕмĕш, А.Арефьев (Лаш Таяпа), А.Рахмуллин (Яманчỹрел) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.