Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк пĕлтерĕшлĕ

22 мая 2010 г.

2010 çулхи Пĕтĕм халăх çыравне юпа уйăхĕн 14-25-мĕ-шĕсенче ирттерме палăртнă. Çырав _ статистикăн йăлана кĕнĕ процедури. Халăх çинчен хыпар пухма тытăнмалли самант юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 0 сехетре пуçланать. Енчен те ача юпа уйăхĕн 14- мĕшĕнче 0 сехет хыççăн çуралчĕ пулсан ун ячĕпе çырав хучĕ йĕркелемеççĕ. 2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 0 сехет тĕлне чĕрĕ пулнă çын вилсен вара ун пирки кăтартусене ĕçлĕ хута кĕртеççĕ. Ахальтен мар çыравçă киле пырса кĕрсенех çапла ыйтать: "2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет тĕлне çуртра кам пурăннă?" Çыравçăн ыйтăма талăкăн хăш вăхăтĕнче ирттермелле? Çакăн валли виçе çирĕплетнĕ. 12 кунра унăн 400 çын пирки кăтарту пухмалла. Ĕç кунĕ ирхине 8 сехетре пуçланать. Ăна вĕçлесси вара хăш çыравçăн мĕнле. Куллен ĕçе çỹрекен çынсенчен вĕсем киле таврăнсан е канмалли кунсенче анчах ыйтма пултараççĕ. Граждансем стационар участокне пырса та çырава хутшăнма пултараççĕ. Инвалидсем, чирлĕ çынсем çырав участокне телефонпа шăнкăравласа хăйсем пирки пĕлтереççĕ. Çемьери ытти çыншăн тепри хуравлама пултарнине те саккун хирĕçлемест. Анчах вăл тĕрĕс хуравлама пултараймасан çыравçă тепĕр хут хăш вăхăтра килесси пирки калаçса татăлмалла. Çырав хучĕн ыйтăвĕсен хуравне çын каланă сăмах тăрăх кăна палăртаççĕ. Эсир пĕлтерекен хыпара ĕнентерме нимĕнле документ та кирлĕ мар. Суя хуравсем нумаях пулассăн туйăнмасть, çынсем ыйтусем çине тĕрĕс хуравлама тивĕçлĕ. Çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнса çынсем пĕрлĕхе чăмăртанаççĕ. Ахальтен мар 2010 çулхи çырав "Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ" тĕллевпе иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика