22 мая 2010 г.
Турханта пурăнакансем ырă кăмăллă, тарават çынсем, вĕсен чун-чĕрисенче ял хавалĕ чăннипех иксĕлме пĕлмест. Турра ĕненекенсем пурте пĕр çын пек пулса кĕске вăхăтра Таса Турă амăшĕн Пукрав ячĕллĕ чиркỹ-часавай никĕсне хывса хăварма тата ăна хута яма пултарнă. Ялта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнакан ырă кăмăллă çынсем _ предпринимательсем чиркỹ-часавая туса лартма хăйсен ирĕкĕпе сахал мар укçа-тенкĕ панă. Çапла майпа вĕсем хăйсен пурнăçĕнче ял çыннисен тăнăçлăхĕпе канлĕхĕшĕн тăрăшса сăваплă та пархатарлă ĕç пурнăçланă. Вĕсем: пĕр тăван Викторовсем _ Валерипе Владимир, Александр Филиппов, "Чувашагролизинг" ОООн генеральнăй директорĕ Алексей Ласточкин, Пупинсем, Яковлевсем тата ыт. те. Мускавра ĕçлесе пурăнакан Александр Филиппов предприниматель кăçалхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче тăван ялти чиркỹ-часавая уçнă чухне хăй ятĕнчен асăнмалăх турăшсем парнелеме сăмах панăччĕ. Ырă кăмăллă çын каланине, шухăшланине Турă илтнĕ, вăл ăна ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пулăшнă. Çимĕк умĕн яла таврăннă чухне Александр Николаевич Таса Турă амăшĕн Пукрав ячĕллĕ чиркỹ-часавайне вырнаçтарма халиччен Княгинино хулинчи мăнастирте упраннă, Иаков Рубцов священник 1868 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çырма пуçланă Çветтуй Микулай аттен, Пукраври Турă Амăшĕн тата Çунса пĕтми хăва тĕмĕ Турă Амăшĕн (Неопалимая Купина) турăшĕсене илсе килнĕ. Шăпах çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче _ Турхана илсе килнĕ Çветтуй Микулай аттен турăшне çырма тытăннă кун _ Христос çуралнă ячĕллĕ Курнавăш чиркĕвĕн настоятелĕ Анатолий протоиерей ертсе пынипе Турра ĕненекенсем ял урамĕсем тăрăх хĕрес йăтса утрĕç. Çветтуй Микулай аттен, Пукраври Турă Амăшĕн, Çунса пĕтми хăва тĕмĕ Турă Амăшĕн турăшĕсене чиркỹ-часавая вырнаçтарчĕç. Ялти уяв ячĕпе Анатолий протоиерей кĕлĕ ирттерчĕ. Аслă Шăхальпе Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, таврари ытти ялсенчи çынсем те уява йышлăн пуçтарăнчĕç. Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк. Александр Филиппов тăван ял çыннисене мĕн тери хисепленине тата юратнине пĕлтерсе пурнăçланă сăваплă ĕç вара нихăçан та çĕре ỹксе çухалмĕ. Унăн чун-чĕринче ăçтан çакăн чухлĕ пархатарлăх, ырă кăмăл? _ Ача чухне ытларах килте пире асаннепе пулма тỹр килнĕ. Аттепе анне ĕçре пулнă-çке. Пирĕн асанне, вăл Анна ятлă пулнă, тĕлĕнмелле ăслă çынччĕ. Эпир унран усал, киревсĕр сăмахпа калаçнине нихăçан та илтмен. Турă хушнипе, унăн тивлечĕпе пурăннă вăл. Эпир, çемьери 6 ача _ Людмила, Лидия, Ольга, Владимир, Александр, Валера вара вăл мĕн каланине итлесе, ăша хывса ỹснĕ,_ тет вăл. Асламăшĕ мăнукĕсене ырă çын пулма вĕрентсе ỹстернĕ. Шел, çакна паян ачасен ашшĕ курса савăнаймасть. Нумай çул Çĕнĕ Пăвари шкулта ĕç урокĕсене вĕрентекен пулса тăрăшнă Николай Сергеевич пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Амăшĕ, Раиса Николаевна, Турă пулăшнипе ырă-сывах пурăнать-ха, кĕçех сакăр вуннă тултарать. Ăш пиллĕ те тараватлă ачисем ăна ватăлма памаççĕ. Вĕсен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса, савăнса пурăнать вăл. Амăшĕшĕн çакăнтан пысăк телей урăх мĕн пултăр? Сăн ỹкерчĕкре: турăшсене чиркỹ-часавая илсе пыраççĕ.