22 мая 2010 г.
Кăçал музейра ĕçлекенсем Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне асра юлмалла паллă турĕç. Малтанах Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта районти тавра пĕлỹçĕсен иккĕмĕш конференцийĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул тата Курнавăшри историпе тăван тавралăх музейне йĕркелени 25 çул çитнине халалланă. Конференцире районти 19 вĕренекен, 9 педагог докладсемпе тухса калаçнă, чи лайăх тĕпчев ĕçĕсене палăртнă. Вĕсен йышĕнче: Л.Горшкова (Курнавăш), И.Большаков (Чăваш Тăрăм), Т.Остроумова (Елчĕк), В.Петров (Лаш Таяпа). Каçхине вара Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче "Музей каçĕ" иртнĕ. Унта культура ĕçченĕсем, куракансем йышлăн пухăннă. Палăртма кăмăллă _ музей каçĕнче экспонатсем "чĕрĕлнĕ": пир тĕртеççĕ, çăм арлаççĕ, пански çыхаççĕ тата ытти те. Кунтах Елчĕк пасарĕ кĕрлет. Сутуçă тĕрлĕ япаласем сутать, чикан майри юмăç пăхать. Елчĕк халăхĕ пасарта савăнать. Иккĕмĕш хутри ĕçсене Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Çавна май экскурсовод çĕнĕ выставкăпа паллаштарать. Кунтах салтак юн юхтарса выртать, вăрçă хирĕнчи салтаксем килĕсене виç кĕтеслĕ çырусем çыраççĕ... Çĕнтерỹ ячĕпе юрăсем шăранаççĕ. Пуçласа йĕркеленĕ уяв пурне те килĕшрĕ. Чăваш тумĕсем тăхăннă хĕрарăмсене пăхса ытарма çук, пĕринчен тепри хитре тĕрĕллĕ саппунсемпе, çăпатасем сырма та ỹркенменнинчен тĕлĕнмĕн-и вара? Райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн ертỹçи А.Александрова уяв интереслĕ иртнине палăртрĕ, музей ĕçне активлă хутшăнакан, республикăри "Çĕнтерỹ паллисем" выставкăн çĕнтерỹçисене М.Лобанчиковăна, М.Абрамовăна Шупашкарти халăх пултарулăх çурчĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.