22 мая 2010 г.
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Çавна май çак кун районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Е.Барсукова, Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина пулчĕç. О.Викторов Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи халăхпа, Кĕçĕн Таяпа шкулĕн коллективĕпе тĕл пулнă, çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисен финалне пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăннă. Е.Барсукова Елчĕкри тĕп больницăн, О.Никина Федераци казначействин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн работникĕсемпе курнăçнă. Халăхпа тĕл пулнă май ертỹçĕсем Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарнă, вĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. 2010 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров "Чăваш Республикин 2011-2013 çулсен бюджечĕн тĕп направленийĕсем çинчен" указне алă пуснă. Асăннă указ республика бюджетне чылай улшăну кĕртет, çавна май бюджет пысăкланать, тĕрлĕ тытăма патшалăх енчен пулăшасси тата лайăхланать. Халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Сăмахран, Президент хушăвĕпе ачасене уйăхсерен паракан пособие, опекунсен, усрава илнĕ çемьесен тỹлевĕсене индексацилеме, ỹстерме йышăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшма 64 миллион тенкĕ яхăн уйăрма палăртнă. Çавăн пекех шкулчченхи вĕренỹ сферинче пулăшу ĕçĕсене вăйлатасси, агропромышленность комплексне аталантарасси (асăннă тытăма 894,1 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă), çурт-йĕр хута ярасси çине те пысăк тимлĕх уйăрĕç. Информаци кунĕнче ытти темăсене те хускатнă. Вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç, 9 тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен умра _ экзаменсем. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тивĕçлĕ шайра ирттересси, çуллахи вăхăтра ачасене ĕçпе кану тата сывату лагерĕсене вырнаçтарасси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра та пынă калаçу тĕл пулусем вăхăтĕнче.