Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹ çулĕ вĕçленсе пырать

19 мая 2010 г.

 Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тăвасси районта çỹллĕ шайра иртрĕ. Çакăнта йĕркелỹ комитечĕн, уява ирттерме хутшăннă культура работникĕсен, уйрăм çынсен тỹпи пысăк. Район пуçлăхĕ Н.Миллин Аслă Çĕнтерỹ уявне йĕркелесе ирттерме хутшăннă йĕркелỹ комитечĕн членĕсене, культура работникĕсене, предприятисен ертỹçисене, Элекçей Тимешри ремесласен çурчĕн работникĕсене (вĕсем ялта палăк уçнине асра юлмалла йĕркеленĕ) Тав çырăвĕсем парса чыс турĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе налуксем пуçтарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăватă уйăхра налуксем пуçтарассипе Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Елчĕк ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленĕ. Ытти ял тăрăхĕсем пирки çакна калаймăн. Район пуçлăхĕ тĕрлĕ налук парăмĕсене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тỹлесе татма хушса хăварчĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çу уйăхĕн пуçламăш кунĕсенчех акса хăварнă. Çĕр улми лартасси те паян-ыран вĕçленет. Халĕ хуçалăхсенче кукуруза лартас ĕç пырать. Ĕнер ял хуçалăх культурисем мĕнле шăтса тухнине, çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслес ĕç пуçланнă. Унăн итогĕсене ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый вĕçленсе пыракан вĕренỹ çулталăкĕ тата патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен 251 çамрăк вĕренсе тухать. Вĕсем вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта, ытти предметсемпе Патăрьелĕнчи тата Канашри шкулсенче тытаççĕ. Çавăн пекех кăçал 302 ача 9 класс пĕтерет. Вĕсен виçĕ предметпа патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ иртет. Пĕрремĕш тĕрĕслев вырăс чĕлхипе çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче пулать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара пур вĕренекеншĕн те юлашки шăнкăрав янăрать. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ытти эрнесенчипе танлаштарсан ĕçке пула пĕр-пĕрне сусăрлатнин шучĕ ỹснĕ, им-çам ĕçнин тĕслĕхĕсем пулнă. Çакă вилнисене масар çине асăнма тухнă хыççăн эрех-сăрапа иртĕхнипе çыхăннă. 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ А.Кузнецов ялсенче, хуçалăхсенче пушартан сыхланас йĕркене мĕнле пăхăнни пирки чарăнса тăчĕ. Канашлура район пурнă-çĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика