Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесене кỹпĕнме парас марччĕ

19 мая 2010 г.

Выльăхсене кĕтĕве кăлармалли вăхăт çитрĕ. Вĕсене çаран çине илсе тухиччен кĕтỹ çỹрекен вырăнсене тĕрлĕ ăпăр-тапăртан лайăх тасатмалла, картасене, çырмасем урлă хывнă кĕперсене юсамалла, кашни выльăха тимлĕн сăнамалла, чирлисене уйăрса сиплемелле, мăйракисене тата чĕрнисене касмалла. Витерен тухиччен 2 эрне маларах прививкăсене туса пĕтермелле. Выльăхсене çитерме ерипен хăнăхтармалла. Хĕллехи рационран симĕс курăк çине хăвăрт куçарсан ĕнесем чирлеме пултараççĕ: ăш-чикĕ пăсăлать, вар-хырăмра симĕс курăк ирĕлейменрен выльăх вăйсăрланать, ỹт хушма пăрахать тата сĕтне чакарать. Симĕс курăк çине ерипен, 8-10 кунра хăнăхтармалла, çав вăхăтрах концентратсем памалла, утă-улăм, сенаж çитермелле. Ĕнесем ан кỹпĕнччĕр тесен: _ ирхине утă е улăм, сенаж çитермесĕр çаран çине кăлармалла мар; _ сывлăм ỹкнĕ курăк çине кĕртмелле мар _ вăл типшĕрессе кĕтмелле; _ каю курăкĕ çине анана çулнă хыççăн 15 кунсăр кĕтỹ кĕртмелле мар; _ концентратсен пахалăхĕ лайăх пулмалла. Тырă юлашкине çитерме юрамасть, мĕншĕн тесен унта çум курăк вăррисем нумай - вĕсем хырăмлăхра хăвăрт йỹçеççĕ. Ĕнесен умĕнчен тăвар татăлмалла мар. Кĕтĕве шывпа тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв сахал тивĕçсен ĕне апат сахал çиет, сĕтне чакарать. Ĕçмелли таса шыв выльăхсен умĕнчен татăлмалла мар. Шăрăх çанталăкра вĕсене кунне 4 хутчен, ытти чухне 3 хутран кая мар шăвармалла. Кĕтỹре çỹренĕ тапхăрта выльăх хырăмĕ кỹпчеме пултарать, çакă вĕсене хăвăрт йỹçекен ешĕл апат ытларах çитерсен пулать. Кун пек чухне хырăмлăха лекнĕ курăк хăвăрт йỹçет, газ нумай пухăнать. Ĕне хырăмĕн сулахай енĕ пысăкланса каять, выльăх кавлеме чарăнать, сĕлекине юхтарать, йăванса кайма тата вилме пултарать. Енчен те пĕр ĕне кỹпĕннине асăрхасан кĕтĕве çаран çинчен хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кỹпĕннĕ ĕнене ыттисенчен уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв юхтармалла, сулахай енчен хырăмне кашни 10-15 минутран 15-20 минут хушши чăмăрпа массаж тумалла. Çав вăхăтрах тимпанол ĕçтермелле. Унăн 1 флаконне 2 литр шывпа хутăштармалла, кирлĕ пулсан, тимпанол препарата тепĕр доза та пама юрать. Алă айĕнче тимпанол пулмасан çунтарнă магнези порошокĕпе усă курмалла. Ăна 2-3 литр тин сунă сĕтре е шывра (20 грамм _ йĕкĕр ывăç чухлĕ (вăл çăмăл) хутăштармалла. Усси пулмасан трокарпа сулахай енчен хырăмлăха шăтармалла. Малтан трокара дезинфекци тумалла, стилета гильза ăшне лартмалла. Трокара вĕçĕпе сылтăм хул пуççи сыпăкĕ еннелле тĕллесе тытса ỹт çине лартмалла, сылтăм алăпа рукоятка çине хытă çапса кĕртмелле. Сывлăша ерипен кăлармалла. Трокара кăларас умĕн стилета каллех гильза ăшне чикмелле. Пулнă сурана йод настойкипе сĕрмелле, кайран та тасатса, асăрхаса тăмалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн ĕнене 12-24 сехет апат çитермелле мар. Кайран та апата сахал çитермелле, ăна майĕпен ỹстерсе пымалла. Ĕнен ăш-чикне лайăх ĕçлесе кайма пулăшма 0,5 литр шыв çине 15 мл чемерица шĕвекĕ е 15 мл сĕт кислоти ярса ĕçтермелле, тăварланă хăярпа помидор, йỹçĕтнĕ купăста шĕвекĕсене ĕçтерсен аван. Асăннă эмелсене (тимпанол, чемерица шĕвекĕ, сĕт кислоти), трокара районти ветеринари станцийĕн аптекинче туянма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика