Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхене сума суса

19 мая 2010 г.

1992 çултанпа шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине йĕркелетпĕр. Кăçал та хăйне евĕрлĕ хаваслă иртрĕ вăл. Шкул ачисем А.Королева библиотекарь хатĕрленĕ "Чăваш Улăпĕ" кĕнеке куравĕпе хаваспах паллашрĕç, "И.Я.Яковлев _ чăвашсене çутта кăлараканĕ" викторинăна тулли кăмăлпа хутшăнчĕç. Кунта уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекен С.Фомкина, М.Кузнецова, М.Королева хастар пулчĕç. Тăван чĕлхепе тата литература олимпиадинче малти вырăнсене И.Смирнова, А.Большакова, Е.Малов, Н.Евстафиева, И.Блинов тухрĕç. Çиччĕмĕшсем хушшинчи "Истори кустăрми" вăйă çĕнтерỹçи А.Кадиров пулчĕ. Вĕрентекен çулталăкне халалланă "Учитель сăнарĕ" уçă урок ачасен кăмăлне кайни тỹрех сисĕнчĕ. Эрнене активлă хутшăннă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем парса чысларăмăр. Çавăн пекех районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Шупашкара "Чĕре кĕввисем" телетĕпеле кайса килни те асра юлчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика