19 мая 2010 г.
Епле хăвăрт иртет вăхăт. Вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсемшĕн умра савăнăçлă та кĕтнĕ уйăхсем _ каникул пуçланать. Вăтам шкул пĕтерекенсемшĕн тата тăххăрмĕшсемшĕн вара питех те яваплă тапхăр _ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем. Нумаях та вăхăт иртмĕ, районти 251 выпускник тăван шкулпа сыв пуллашĕ. Вун пĕрмĕшсен пурин те вырăс чĕлхипе тата математикăпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслемелле. Выпускник çак предметсемпе кирлĕ балл пухсан аттестат илме пултарĕ. Енчен те малалла аслă шкула каяс шухăш пур тăк, унăн икĕ предметсăр пуçне вĕренме кĕнĕ чух кирлĕ дисциплинăсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене (ППЭ) тытма тивет. Иртнĕ çулхи пекех кăçал та ППЭ-нче "иккĕ" илнĕ ачасем тĕп предметсенчен (е вырăс чĕлхипе, е математикăпа) пĕринпе кăна! тепĕр хут экзамен тытма пултараççĕ. Кунта та хăйĕн пĕлĕвне кирлĕ пек çирĕплетеймерĕ, икĕ экзаменĕнче те "иккĕ" илчĕ пулсан, ачана кăçал аттестат памаççĕ. Иртнĕ çул хăйĕн пĕлĕвĕн хакĕпе килĕшмен тăватă çамрăк кăçал ППЭ-нче хăйсене тепĕр хут тĕрĕслесе пăхасшăн. Кăçалхи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн йĕркинче çĕнĕлĕх те пур. Математикăпа тест ыйтăвĕсенче А пай тата хуравсен варианчĕсем пулмаççĕ. В пайра сĕннĕ вариантсем çук. Ачан хăйĕн тĕрĕс хурав тупса çырмалла, С пайра задачăна тĕрĕс шутласа, тупсăмне палăртмалла. Экзаменсене кĕсье телефонĕсем илсе кĕрес йĕрке те çирĕп пулĕ кăçал. Ытти çулсенче те ăна илсе кĕме чарнă-ха. Ку енĕпе 2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă Федераци саккунĕнче ятарлă пункт кĕртнĕ. Экзамен вăхăтĕнче кĕсье телефонĕпе усă куракан вĕренекене комисси членĕсем аудиторинчен кăларса яма та пултараççĕ. Çавăн пекех кĕсье телефонĕпе усă куракан граждансене, должноçри çынсене пысăк штрафсем кĕтеççĕ: шкул ачисене 3-5 пин, аслисене 20-40 пин тенкĕ таран. Вĕренекене экзамен тыттарас е çитес çула хăварас ыйтăва вара патшалăх комиссийĕ татса парĕ. Районти выпускниксем пурте вырăс чĕлхипе математикăна Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта тытаççĕ. Биологи, вырăс литератури, информатика предмечĕсемпе экзамен тытакансене Канаш хулинчи шкулсенче кĕтеççĕ. Ытти предметсемпе вара _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкулта. Патшалăхăн 2010 çулхи пĕрлехи экзаменĕсен расписанийĕ: çу уйăхĕн 27-мĕшĕ (кĕçнерни кун) _ информатика тата информаципе коммуникаци технологийĕсем, биологи, литература; çу уйăхĕн 31-мĕшĕ (тунти кун) _ вырăс чĕлхи; çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ (эрне кун) _ ют чĕлхесем; çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕ (тунти кун) _ математика; çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕ (эрне кун) _ истори, физика; çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ (ытлари кун) _ обществознани, географи. Такăр çул та ăнăçу сире, вăтам шкул пĕтерекенсем!