15 мая 2010 г.
Футболла выляса "Сăран мечĕк" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн аслă ушкăнра кăçал Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Курнавăш шкулĕн командисем палăрчĕç. Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш команди финалта иккĕмĕш командăна çĕнтерчĕ. Курнавăшсем турнирта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн маларах асăннă шкулсен тата Лаш Таяпари вăтам шкулăн командисем Исемпелĕнче çуралса ỹснĕ, Афган вăрçинче "Хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Геннадий Захарова асăнса йĕркеленĕ турнирта вăй виçрĕç. Çак турнир кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртрĕ. Пĕлтĕр куçса çỹрекен кубока Лаш Таяпа шкулĕнчи П.Попов воспитанникĕсем çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал аслă ушкăнри çамрăксем хушшинчи Лаш Таяпасем призерсен шутне кĕреймерĕç. Анчах пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ ăмăрту положенийĕ тăрăх турнира хутшăнма тивĕç пулчĕ. Г.Захарова асăнса йĕркеленĕ турнира уçнă май Елчĕкри ДЮСШ директорĕ, районти футбол федерацийĕн председателĕ В.Кудряшов çамрăк спортсменсене ăнăçу сунчĕ, ăсталăха ỹстерсе пыма тăтăшах хăнăхусем тума, ялпа ял, урампа урам командисем йĕркелесе вăйăсем ирттерме сĕнчĕ. Çавăн чухне çеç районти, республикăри ăмăртусенче çĕнтерме, çирĕп сывлăхлă çитĕнме май пуррине палăртрĕ. Çак турнира çичĕ çул каялла Геннадий Захаровăн шăллĕ _ тĕнче класлă спорт мастерĕ, кĕрешỹ енĕпе тĕнче, Еврази чемпионĕ, пĕтĕм тĕнчери нумай-нумай ăмăрту çĕнтерỹçи Олег Ананьевич Захаров йĕркеленĕ, ятарлă кубок çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш вăйăра Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш тата Лаш Таяпа шкулĕсен командисем вылярĕç. Вăйă шутне пĕрремĕш таймра Елчĕксем уçрĕç, иккĕмĕшĕнче хăнасем танлаштарчĕç. Тĕп вăхăт 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Ăмăрту йĕрки тăрăх çĕнтерỹçĕсене палăртма футболистсем черетпе 11 метртан пенальти тапрĕç. Ăнăçу хăнасем енче пулчĕ, вĕсем финала тухрĕç. Иккĕмĕш вăйăра Елчĕк шкулĕн иккĕмĕш тата Курнавăш шкулĕн командисем тĕл пулчĕç. Кунта та вăйă хĕрỹ иртрĕ, нихăшĕ те çăмăллăн парăнасшăн пулмарĕ. Вăйă вĕçлениччен 4 минут юлсан Елчĕк команди хăйсене çĕнтерме май панă мечĕке тапса кĕртрĕ _ 3:2. Виççĕмĕш вырăншăн Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш команди тата Курнавăш шкулĕнчи çамрăк футболистсем тĕл пулчĕç. Унта площадка хуçисем вăйлăрах пулни курăнчĕ. Куçса çỹрекен кубокăн финалĕ тата интереслĕрех, илĕртỹл-лĕрех иртрĕ. Вăйă шăпине пĕртен-пĕр мечĕк татса пачĕ. Ăна Лаш Таяпа шкулĕн футболисчĕсем Елчĕк шкулĕн иккĕмĕш командин хапхине тапса кĕртрĕç, куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕç.