15 мая 2010 г.
Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул ачисем "Йывăç ларт тата ăна ỹстер" уйăхлăха кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çулсенче вĕсем Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль тата Çуткỹл ялĕсем чикĕленекен тăрăхра темиçе пин тĕп хунав лартнăччĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех чĕрĕлсе вăй илнĕ. Çавна май "Труд" хуçалăх ертỹçи В.Германов Çирĕклĕ Шăхальсене вăрмана пысăклатма сĕнчĕ. Нумаях пулмасть 5 _ 8, 10 классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата 4 пин тĕп хыр тата çăка лартса хăварчĕç. Çакăнпа çеç лăпланса лармарĕç ачасем. Çирĕклĕ Шăхаль ял варринчи çăл таврашне лартнă хунавсене пăхса тăраççĕ. "Сентти" тата "Чипер ача" ушкăнри ачасемпе хунавсене уроксем хыççăн шăварассине йĕркелерĕмĕр. Çамрăк йывăçсем лайăх чĕрĕлчĕç, вĕсене качака-сурăхсем кăшласран çеç упраса хăварасчĕ. Кунта тăрăшулăх кăтартакан ачасене уйрăммăн палăртса хавхалантарас килет, вĕсем: Кирилл Чернов, Кирилл Петров, Алла Чернова, Ваня Карчиков, Катя Петрова, Катя Савельева, Таня Осипова, Алексей Трифонов, Галина Краснова, Ирина Иванова.