Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри хĕлхеме ялкăшма парасчĕ

15 мая 2010 г.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут иртрĕ Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта "Поэзи çăлтăрĕсем" фестиваль. Ăна Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ районти шкулсенчи поэзие юратакан, ăнланакан, чунпа туякан пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене тупса палăртасси, вĕсене малалла та хавхалантарасси пулчĕ. Пурĕ 18 шкултан 71 вĕренекенпе 9 вĕрентекен хутшăнма кăмăл турĕ фестивале. Чи малтанах вĕсем Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем хатĕрленĕ "Çук, манмастпăр эпир вĕсене нихăçан" литературăпа музыка композицийĕпе паллашрĕç. Жюри членĕсен хушшинче фестивале Шупашкартан ятарласа килнĕ хăнасем _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Семенов, Раççей Федерацийĕн писателĕсен союзĕн членĕ А.Любимова (Юрату) сăвăç, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.Иванов пулчĕç. Сăмах май, палăртса хăварар, Н.Иванов литература ĕçĕнче те вăй хурать. Чăваш Республикинчи писательсен союзĕн, Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕн членĕ, сăвă кĕнекисен авторĕ вăл. Унăн литературăри ячĕ _ Микулай Мăскал. "Чăваш çыравçисен вăрçă темипе çырнă хайлавĕсене илемлĕ вуласси" номинацире 1-4-мĕш классем хушшинче И.Иванова (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Гурьева (Кармал), А.Сидорова (Аслă Таяпа), Д.Трофимов (Тăрăм), Н.Бахомов (Кĕçĕн Таяпа), 5-8-мĕш классем хушшинче В.Тяптушкин (Аслă Таяпа), В.Мекшеев (Хăвăлçырма), М.Корнилова (Курнавăш), О.Филимонова (Патреккел), А.Аввина (Çуткỹл), Н.Чернова (Шăмалак), 9-11-мĕш классем хушшинче А.Шаурбина, С.Филиппов (Елчĕк), Р.Светопольская (Курнавăш), А.Лисицына (Çуткỹл) çĕнтерчĕç. Çак номинацире хутшăннă вĕрентекенсенчен чи пултаруллисем Л.Кудрявцева (Елчĕк), Е.Федорова (Кивĕ Эйпеç), Л.Енедерова (Тăрăм), О.Мясникова (Çирĕклĕ Шăхаль) пулчĕç. "Вăрçă тематики _ автор сăввисенче" номинацире 1_4-мĕш классем хушшинче А.Игнатьев (Елчĕк), Ю.Адюкова (Аслă Елчĕк), 5-8-мĕш классем хушшинче Е.Лазарева, М.Крылова (Патреккел), Ю.Шадрикова (Таяпа Энтри), С.Волкова (Хăвăлçырма), 9-11-мĕш классем хушшинче Т. Щукина (Кушкă), Е.Майкова (Елчĕк), А.Головина (Кĕçĕн Таяпа) чи пултаруллисем пулчĕç. Вĕрентекенсенчен Г.Каринкина (Елчĕк), Г.Енейкина (Патреккел), Т.Маркова (Елчĕк) çĕнтерчĕç. "Артист пултарулăхĕ" номинацире 1-4-мĕш классем хушшинче Т.Павлова (Кармал), В.Кузнецова (Елчĕк), Л.Ильина (Кивĕ Эйпеç), 5-8-мĕш классем хушшинче Е.Маловпа А.Малова (Чăваш Тăрăм) пултаруллă пулчĕç. Вĕрентекенсем хушшинче З.Михеевăпа (Хăвăлçырма) Л.Адюкова (Аслă Елчĕк) хăйсем чăн артистсенчен пĕрре те кая маррине кăтартса пачĕç. Тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем те парăмра юлмарĕç. В.Семенов юрăсем шăрантарчĕ, Микулай Мăскалпа Альбина Юрату хăйсен чăвашлăха сăнарлакан сăввисемпе паллаштарчĕç. Фестиваль çỹллĕ шайра иртнине палăртрĕç хăнасем, ăна йĕркелесе çамрăк талантсене тупма пулăшас тĕллевпе ырми-канми тăрăшакан Н.Левая вĕрентекене ырăпа палăртрĕç. _ Ачасен куçĕсем çунса тăраççĕ вĕт. Пĕри тепринчен пултаруллă вĕсем. Поэзие юратакан çын чунпа усал пулмастех. Чунĕсенчи хĕлхеме сỹнме парас марччĕ, малаллах аталантарса пырса ялкăшма пулăшасчĕ ăна, _ терĕ Микулай Мăскал. Вăл шкул библиотекине хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ, 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă май "Хăш професси чуна çывăх?" темăпа калаçу ирттерчĕ. Альбина Юрату вара чи пултаруллисене хăйĕн сăввисен дискне парнелерĕ.  Сăн ỹкерчĕксенче: Курнавăшра вĕренекен çĕнтерỹçĕсем Рина Светопольская тата Мария Корнилова; Чăваш Тăрăмĕнчи Маловсем чăн артистран кая мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика