Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс калаçтăр тесен

15 мая 2010 г.

Ачан калаçăвне йĕркелессинче ашшĕ-амăшĕ пысăк вырăн йышăнать. Шăпăрлан калаçма вĕрениччен тавралăха сăнать, ыттисем мĕнле пупленине итлет. Ашшĕ-амăшĕ пепкине пулăшса чи малтан уйрăм япаласемпе паллаштарать. Акă кĕнеке, сĕтел, йытă, пукане тесе ăнлантараççĕ. Икĕ çул тултариччен ача, чăнах та, уйрăм сăмахсене калама вĕренет. Çак вăхăтра унпа уйрăмах тимлĕ пулмалла. Сăмахсене тĕрĕс калама вĕрентмелле. Ача часрах калаçма хăнăхтăр тесен ăна юмахсем вуласа пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Итлеме çеç ан вĕрентĕр, мĕн вулани пирки ыйтăр, сỹтсе явăр. Вăл ăнланса пынине, ăна интереслĕ пулнине асăрхаса пырăр. 2-3 çулти ачана нумай вуласа пани йăлăхтарса çитернине те шута илĕр. Эсир çеç пепкене мĕн кирлине, еплерех лайăх пулнине чи малтан ăнланатăр. Унăн тавра курăмне ỹстерме хăйĕн çулхисемпе явăçтарма тăрăшăр. Ун чухне вăл чăнах та кĕске вăхăтрах калаçма, ыттисене ăнланма вĕренсе çитет. 4-5 çула çитсен те калаçу енчен çитменлĕхсем пулсан, специалистран пулăшу ыйтма тивĕ. Ачасене ытларах чухне "р", "ш", "щ", "ж", "л" сасăсене калама йывăр. Ун пек чухне сире логопед пулăшăвĕ кирлех. Ачапа яланах тĕрĕс калаçма тăрăшăр. Мĕншĕн тесен вĕсем аслисен пуплевне сăнаççĕ, ăша хываççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика