Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă ача çуралтăр

15 мая 2010 г.

Тепĕр чухне пулас ачан амăшĕ ăшĕнчех хăш-пĕр органĕсем тĕрĕс мар ỹссе аталанаççĕ. Çавăнпа та ача чирлĕ çуралать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци тин çуралнă ачасен 6 проценчĕ чирлĕ çуралнине палăртать. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: хĕрарăм сывлăхне йĕри-таврари сиенлĕ факторсем хавшатни - радиаци, хулари таса мар сывлăш, шăв-шав, апат-çимĕç пахалăхĕ чакни, эмелсене хăй тĕллĕн ĕçни, инфекци чирĕпе чирлени е тата пулас ача амăшĕ 35 çултан аслăрах пулни. Тепĕр чухне йăхран та килет. Пирĕн çĕр-шывра чирлĕ ачасем ан çуралччăр тата пепке чирлĕ пулнине маларах тупса палăртас тесе ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн пулас ача амăшĕн хăй сывлăхĕшĕн чылай малтан тăрăшмалла. Енчен те хĕрарăмăн маларах та çие юлнă хырăмĕ ỹкнĕ пулсан пăшăрханма сăлтав пур. Е тата пепкене вăхăтсăр, вăхăт çитсе çуратсан та пĕчĕк виçеллĕ пулсан, эмелсене вăрах вăхăт ĕçсен, сахăр чирĕпе чирлĕ пулсан, апат-çимĕçре хăш-пĕр витаминсем çитмесен çавăн пек хĕрарăмсен маларах генетик патĕнче консультацинче пулмалла, сывлăхĕ япăх пулсан тỹрех сывалма тăрăшмалла. Çие юличчен 2-3 уйăх маларах генетик пулас ача ашшĕпе амăшне витаминсем ĕçме канаш парать. Унăн сĕнĕвне пурнăçласа пахалăхлă апат-çимĕç çимелле, фоли йỹçĕкĕ (фолиевая кислота) ĕçме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен çак витамин çитмесен пулас пепкен нерв системи тĕрĕс аталанаймасть, вăл хырăмрах чирлĕ. Фоли йỹçекĕ шпинатра, нимĕç пăрçинче, пĕверте, пỹрере нумай. Çие юлсан малтанхи виçĕ уйăхра çак кислота уйрăмах усăллă. Çавăнпа та ăна çие юличччен виçĕ уйăх тата ун хыççăн тепĕр виçĕ уйăх ĕçсе тăмалла. Учета илнĕ кашни хĕрарăма ăна тỹлевсĕрех илме рецепт çырса паратпăр. Пулас ачан шалти органĕсем тĕрĕс аталаннине палăртас тесе йывăр çын хĕрарăма виçĕ хутчен _ 12, 22, 32 эрнесенче ультрасасă аппарачĕпе тĕрĕслеççĕ. Мĕншĕн тесен ачан шалти органĕ тĕрĕс мар аталанни тĕрлĕ срокра пулма пултарать. Пĕрремĕшпе виççĕмĕш тĕрĕслеве хамăр патăмăртах тăватпăр, иккĕмĕшне _ Шупашкарти перинаталь центрĕнче. Çие юлнă хĕрарăма пур енлĕн тĕплĕн тĕрĕслетпĕр, тăтăшах анализсем илетпĕр. 16-20 эрнере илнĕ юн анализĕ ачан сывлăхне тĕплĕн палăртать. Сывă мар ача çуралма пултарнине палăртсан ăна пăрахтараççĕ. Хальхи вăхăтра халăхра апат çиме юратни палăрма пуçларĕ. Мăнтăр çынсем çулран-çул йышланса пыраççĕ. Пулас ача амăшне те "санăн икĕ çыншăн çимелле" тесе апат ытларах çиме хистекенсем пур. Хăш-пĕр хĕрарăмсен аппетит та питĕ пысăк. Çавăн пирки ăшри ача пысăкланса каять _ 4 е ытларах килограма та çитет. Пысăк ача çуратнă чухне хĕрарăма та питĕ йывăр, пепке те пысăк йывăрлăх тỹсет, суранпа çуралать. Кун пек ачасен сывлăхĕ хавшакрах, вилес хăрушлăх та пур. Çавăнпа та хĕрарăмсене асăрхаттарса каласшăн _ сĕтел хушшинчен кăшт тăранмасăр тухăр, апат виçине пĕлĕр. Сывă ача çурални _ çемье телейĕ. Чирлĕ е инвалид ача çемьене мĕн чухлĕ хуйхă кỹнине курмалла ан пултăр сирĕн. Эпир панă сĕнỹсене пăхăнсан пепкĕрсем сывă та тĕреклĕ çитĕнĕç. Çакна палăртмасăр та иртес килмест. Юлашки çулсенче чылай хĕрарăм ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Килĕнче те ĕç сахал _ пỹрте газпа хутса ăшăтатпăр, шыв кĕрет, хăшĕ-пĕри выльăх-чĕрлĕхне те сахал усрать. Хĕрарăм апат пĕçерет, кил-çурта тирпейлет те телевизор умне кĕрсе ларать.Çакăн пек пурнăçпа пурăнма пуçларĕ ялти хĕрарăм. Çакă вара унăн сывлăхне хавшатать, пулас ача та пысăк виçеллĕ пулать. Çавăнпа та нумайрах утса çỹремелле, ĕçлеме те ỹркенмелле мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика