15 мая 2010 г.
"Победа" сахал яваплă юлташлăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп вырăна хураççĕ. Çавăнпа кунта продукци туса илесси те çулран-çул ỹссе пырать. Ферма коллективĕ кăçалхи 4 уйăхра, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 29 процент, сĕт туса илессине 17 процент ỹстернĕ. Çак тапхăрта пĕр ĕнерен 2058 килограмм сĕт сунă. Выльăхсен хисепне те май пур таран ỹстерсе пыраççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, хальхи вăхăтра мăйракаллă шултăра выльăхсем 3 процент, çав шутран сăвакан ĕнесем 17 процент ытларах шутланса тăраççĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 876 грамран кая мар ỹт хушаççĕ. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчех сăвакан ĕнесен кĕтĕвне çуллахи лагере кăларнă, вĕсене симĕс калчапа тăрантарма тытăннă. Хĕлле шартлама сивĕ тăнине пула кăçал нумай ял хуçалăх предприятийĕнче кĕрхи культурăсен пысăк пайне çĕнĕрен пăсса акнă. Выльăх апачлĕх тесе уйăрнă лаптăксем те нумай çĕрте шăнса пĕтнĕ. Çавна май вĕсенче хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе симĕс калчапа тăрантарассине ниепле те кирлĕ пек йĕркелесе пыма май килмест. Кунта вара çак тĕллевпе уйăрнă лаптăка сивĕ те тивмен. Мĕншĕн тесен ăна кĕркунне вăхăтлă акса хăварнă. Сăмах май, "Победа" сахал яваплă юлташлăхра выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, кашни çул ытлăн-çитлĕн пахалăхлă утă хатĕрлесе хăвараççĕ. Пĕр сăмахпа, ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче пулнине вĕсем лайăх ăнланаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксăр пуçне çуркунне 300 гектар çинче пĕр çул ỹсекен курăксем _ нимĕç пăрçипе ахаль пăрçа, викăпа сĕлĕ тата урпа хутăшне акса хăварнă. Унран тĕш тырă сенажĕ хатĕрлеме палăртнă. Калча çине тухас умĕнхипе танлаштарсан, кашни ĕне пуçне шутласан, сăвăм палăрмаллах ỹснĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕнерен куллен 21 килограмм сĕт сăваççĕ. Анна Константинова, Ирина Овчинникова, Елена Портнова ĕне сăвакан операторсем те хăйсен ĕç кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Ĕнесене çуллахи лагере кăларнă кунран тытăнсах витере пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ. Кунта та ĕç кал-кал пулса пырать. Сăн ỹкерчĕкре: Владислав Айметовпа Геннадий Нестеров кĕтỹçĕсем симĕс калча анинче ĕнесен кĕтĕвне кĕтеççĕ.