15 мая 2010 г.
Чăваш Енре энергоресурссен чи лайăх потребителĕсене чысласси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх электроэнергин чи лайăх потребителĕсене палăртнă. "Хаклă йышши" тĕрев шутне 100 промышленноç, ЖКХ, ял хуçалăх, пĕчĕк бизнес, бюджет предприятийĕ кĕнĕ, çав шутра пирĕн районти 5 предприяти те пур. Вĕсем: Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул (директорĕ Л.Васильева), "Сатурн" ЯХПК (ертỹçи Ю.Викентьев), "Свобода" ЯХПК (С.Кошкин), "Промсервис" ЗАО НПО (Ю.Титов), "Санти" (Ю.Александров). Конкурс çĕнтерỹçисене палăртнă чухне потребительсем энергипе усă курнăшăн вăхăтра тỹленине, энергипе усă курмалли режима, энергипе тивĕçтермелли килĕшỹри условисене пăхăннине шута илнĕ. Çапла майпа "Чăваш Енĕн ылтăн тĕревĕ" тупăшу предприятисем аталанма ăнтăлнине хакламалли, дисциплинăна тĕпе хуракан потребительсене тав тумалли мел пулса тăнă.