15 мая 2010 г.
Аслă Пăла Тимешри Çветтуй архиерей Микулай чиркĕвĕн пачăшки Анатолий Сорокин протоиерей пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа 20 кун çитрĕ. Ăна асăнса виçĕм кун Аслă Пăла Тимешри тата ытти чиркỹсенче кĕлĕ иртнĕ. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пилĕпе Анатолий Сорокин протоиерее асăнса ăна вĕлернĕ вырăна часавай лартаççĕ. Çакă Турра ĕненекенсен, мĕн пур тỹрĕ кăмăллă, таса çынсен шухăшĕпе пулать. Часавайăн проекчĕ хатĕр. Ĕнер унăн никĕсне хывнă. Часавая хăпартса лартма çынсем таса кăмăлтан укçа-тенкĕ параççĕ, вĕсене чиркỹсенче пуçтараççĕ. Уйрăм çынсем, предприятисемпе организацисем ăна ятарлă счет çине куçарса пама та пултараççĕ. Вăл çакăн пек: рỸс 40703810575090000022 в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары, корỸсчет 30101810300000000609, БИК 049706609. Получатель: православный приход церкви Святого Николая. ИНН 2120001401, КПП 212001001.