Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

12 мая 2010 г.

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ Елчĕкри тĕп больницăри васкавлă пулăшу паракан уйрăмăн Аслă Пăла Тимешĕнчи филиалĕ уçăлни паян 25 çул çитрĕ. Çак ятпа кунта ĕçлекенсене больницăна ертсе пыракансем, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем саламларĕç. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче миçе çĕр çынна вилĕм авăрĕнчен туртса кăларман-ши, миçе ачана çул çинчех алла илмен-ши фельдшерсем? Васкавлă пулăшу уйрăмĕ уçăлсанах кунта ĕçлеме пуçăннă, халĕ тивĕçлĕ канури Н.Казакова чирлисене пĕрремĕш пулăшу парса пурнăç парнеленине чылай тĕслĕхпе çирĕплетет. Ырăпа аса илеççĕ кунти фельдшерсене çак тăрăхра пурăнакансем. Роза Макарова, Светлана Алексеева фельдшерсем уйрăм уçăлнăранпах ĕçлеççĕ. Александра Овчинникова фельдшерăн стажĕ те кунта кăна 14 çул пуçтарăнчĕ. Ирина Указова фельдшер та çĕнĕ коллектива часах хăнăхрĕ. Водительсем те харсăр. Анатолий Овчинников, Илья Баранов, Гурий Жирнов, Петр Алексеев водительсем кирек мĕнле çанталăкра та чирлисем патне вăхăтра çитеççĕ. Вĕсен автомашинисем яланах юсавлă. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйрăма хальхи йышши çĕнĕ автомашинăсемпе тивĕçтернĕ. Çурта таса та тирпейлĕ тытассишĕн тимлекенсем _ Надежда Чайкинăпа Антонина Жирнова. Коллектив туслă. Шурă халатлă ĕçченсем районти, республикăри конкурссене те активлă хутшăнаççĕ. Акă, С.Алексеева "Республикăри чи лайăх фельдшер" конкурсра палăрнă, аслă категори илсе таврăннă.  Сăн ỹкерчĕкре: васкавлă пулăшу уйрăмĕн коллективĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика