12 мая 2010 г.
Сăрьелĕнче пурăнакан Рифкат Сабирович Харисова районта нумай çын лайăх пĕлет, паллать. Мĕншĕн тесен вăл яланах халăх хушшинче пулнă, яваплă ĕçре тăрăшнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ _ 45 çул. Ĕç ветеранĕ çитмĕл çул тултарчĕ. Апла пулин те çамрăк чухнехи пекех вашават вăл, ватăлма шутламасть те тейĕн. Паллакансене тĕл пулсан нихăçан та сăмах хушмасăр иртсе каймасть, çынпа тỹррĕн пăхса калаçать, унăн вичкĕн куçĕсем сана хак параççĕ тейĕн. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл, яланах шỹтлет, чăвашла калаçса вара тепĕр чăваша та "сутса" яма пултарать. Çак енсем унра епле çирĕпленсе юлнă? Тутарсем тараватлă çынсем пулнине эпир ытти чухне те курса ĕненетпĕр. Унсăр пуçне Рифкат Сабировича пурнăç та, хăй суйласа илнĕ ĕç те çакăн пек пулма вĕрентнĕ. Мĕншĕн тесен вăл пурнăç тăршшĕпех яваплă должноçсенче тăрăшнă, общество ĕçĕсене те хастар хутшăннă. Яланах малта, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. 1954 çулта Сăрьелĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, малалла вĕренес туртăм мĕн тери пысăк пулнă пулин те, Рифкат Харисов çемьери çăмăл мар лару-тăрăва пула хăйĕн ĕмĕтне çийĕнчех пурнăçа кĕртме пултарайман. Ашшĕ 1942 çулта вăрçăра вилнĕ, килти хуçалăха пĕччен йĕркелесе пыракан амăшне пулăшас тесе вăл "Марс" колхозра ахаль колхозник пулса ĕçлеме тытăнать. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн та çамрăк ялах таврăнать, пысăклатнă "Победа" колхозăн çиччĕмĕш бригадинче тăрăшать. Çак çулсенче вăл малалла вĕренесси çинчен самантлăха та манса кайман. Сăрьелĕнчи клуб заведующийĕнче ĕçленĕ вăхăтра Шупашкарти аслă çулхи çынсене куçăмсăр майпа вĕрентекен вăтам шкулта пĕлỹ пухать. 1968 çулта Шупашкарти партипе совет шкулне кайса кĕрет. Унта вĕренсе экономист-организатор специальноçне алла илнĕ хыççăн ăна "Победа" колхоза экономиста çирĕплетеççĕ. Хăйĕн тивĕçне пĕлсе тата юратса пурнăçлакан çынна колхоз ертỹçисем те асăрхаççĕ. В.Г.Свеклов председатель Рифкат Харисова хăйне тата яваплăрах ĕçре тĕрĕслесе пăхма сĕнет. Çав вăхăтра шăпах Елчĕк райповĕн Аслă Пăла Тимешĕнчи суту-илỹ пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме директор кирлĕ пулнă. Рифкат Сабирович хирĕçлемен, килĕшнĕ. Суту-илỹ пĕрлешĕвĕн директорĕ Аслă Пăла Тимеш тата Лаш Таяпа ял совечĕсен территорийĕнчи 24 лавккан ĕç-хĕлне йĕркелесе, ертсе пынă. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен анчах кăтартнă, 1975 çулта ăна Ел-чĕкри райпо председателĕн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулма уйăрса лартнă. Тепĕр çулталăкранах, райпори уполномоченнăйсен пухăвĕнче Рифкат Харисова райпо правленийĕн председательне суйланă. Ертỹçĕ пуçăннă кирек хăш ĕçе те вĕçне çитерекен, хăюллă çын пулнине пурте курса тăнă. Вăл райпо правленийĕн председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта Елчĕкри икĕ хутлă универмаг çуртне хăпартнă, "Нива" ресторана тĕпрен юсанă, Çирĕклĕ Шăхальти, Сăрьелĕнчи, Хăвăлçырмари лавккасене çĕнĕрен туса лартнă. Рифкат Сабирович 1992 çулчченех райпо тытăмĕнче _ суту-илỹ пĕрлешĕвĕн директорĕ, райпо правленийĕн председателĕн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса тăрăшнă. Çав çулсем, пĕрле ĕçленĕ çынсем пирки вара ветеран кашни хутĕнчех кăмăлтан аса илсе каласа кăтартать: "Пирĕн коллектив ытти суту-илỹ предприятийĕсем хушшинче яланах малти ретре пулни тата тăрăшса ĕçлеме хистетчĕ", _ тет вăл. 1992 _ 2001 çулсенче Рифкат Харисов "Марс" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕп экономист пулса ĕçлерĕ. Кирек хăш должноçра ĕçлесен те тĕрлĕрен организацисенче, экономика пĕлĕвĕн шкулне ертсе пынă опытлă специалистăн ĕçне тивĕçлипе хакланине Харисовсен çемье архивĕнче упранакан Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Вăй питти çулĕсене халăх хушшинче ĕçлесе ирттернĕ уçă кăмăллă Рифкат Сабировичăн вăй-халĕ иксĕлми, пурнăçпа тан утăмлать, общество ĕçне хастар хутшăнать. 2006 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕнче пуçарулăхпа тимлерĕ. Елчĕк районĕн кĕске энциклопедине хатĕрленĕ чухне те Сăрьелĕнчи паллă çынсем çинчен нумай информаци хатĕрлесе пачĕ. Çавăншăн Рифкат Харисов район пуçлăхĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 65 çул çитнине халалласа Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ялти ветерансем çинчен пурне те кăсăклантаракан материалсем çырса хатĕрлерĕ. Çак ĕçе вăл çын ыйтнипе, хистенипе мар, хăйĕн чун-чĕри хушнипе пурнăçларĕ. _ Вăрçă саманчĕсем çинчен аса илсе каласа кăтартма пултаракан, çакна хăйсен куçĕсемпе курнă çынсем пирĕн хушăмăрта кашни кун тенĕ пекех чакса пыраççĕ. Çитĕнекен ăру халăхăмăрăн историне манăçа ан кăлартăр тесен пирĕн, ваттисен, хамăр пурăннă чухне пурин те май пур таран ветерансен аса илĕвĕсене çамрăксен ăс-тăнĕнче çирĕплетсе хăварассипе тимлемелле. Çакă хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйту пулса тăмалла, _ тет Рифкат Сабирович. Пурнăçăн анлă çулĕпе хăюллăн малалла талпăнакан ветеранăн ватăлма вăхăчĕ те çук. Хушма хуçалăха аталантарма уйăрса панă çĕр лаптăкĕнче аллея ỹстерет, кунта чăрăшсемпе хырсем çитĕнеççĕ. Çак ĕçе вăл 25 çул каялла, Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 40 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Хастар çынна ялти урам комитечĕн членĕ пулма суйланă, мечетре бухгалтери ĕçĕсене йĕркелесе пыма шаннă...