Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок Çирĕклĕ Шăхальте

12 мая 2010 г.

Кубок Çирĕклĕ Шăхальте Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту финалĕ иртнĕ. Кăçалхи футбол турнирĕнче ял тăрăхĕсен командисем тĕл пулнă. Çурма финалта Елчĕк тата Тăрăм тăрăхĕсен командисем вылянă. Тĕп вăхăт 2:2 шутпа вĕçленнĕ. Çĕнтерỹçĕне палăртма футболистсем пенальти тапнă. Ăнăçу Елчĕксен енче пулнă. Тепĕр çурма финалта Çирĕклĕ Шăхаль тата Лаш Тяпа ял тăрăхĕсен командисем вылянă. Çирĕклĕ Шăхальсем 5:1 шутпа çĕнтерсе финала тухнă. Финалти вăйă питĕ кăсăклă иртнĕ. Вăйă шутне Елчĕк ял тăрăхĕн команди уçнă. Иккĕмĕш тайм вĕçĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди вăйă шутне танлаштарма, унтан çĕнтерỹ кỹрекен гол тапса кĕртме пултарнă _ 2:1. Икĕ мечĕке те çĕнтерỹçĕ командăри Александр Лапшин тапса кĕртнĕ. Çапла майпа куçса çỹрекен кубока кăçал Çирĕклĕ Шăхаль команди çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика