Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк вăрман вăй илет

08 мая 2010 г.

Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарас умĕнхи кунсенче Тĕмер ялĕнче вăрçăра вилнисене асăнса хырпа чăрăш, çăка хунавĕсем лартса хăварнă. Ял çыннисем иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчен пуçласах йывăçсем лартаççĕ. Елчĕк _ Канаш автоçулăн сулахай енчи çырма-çатраллă вырăна лартнă хунавсем çак вăхăт тĕлне вăрмана çаврăннă ĕнтĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Тĕмерсем хуçалăх хирĕнчи пĕрремĕш уя тĕрлĕ йывăç хунавĕсем лартма тытăнчĕç. Çак кунсенче П.Никитин тата 80 çулхи ĕç ветеранĕ П.Жуков ерт-се пынипе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем 2 гектар çинче 4000 тĕп чăрăш, çăка хунавĕсем лартрĕç. "Труд" хуçалăх ертỹçи В.Германов каланă тăрăх, çак уйри вăрман тăрăхĕ пĕтĕмпе 17 гектар йышăнать. Маларах лартнă йывăçсем лайăх чĕрĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика