Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăплисене явап тыттарнă

05 мая 2010 г.

 Районти прокуратура Чăваш Республикин Россельхознадзор управленийĕпе пĕрле кăçалхи ака уйăхĕнче ял хуçалăхĕнчи ỹсен-тăран вăрлăхĕсене реализацилес тĕлĕшпе законодательствăна мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. "Елчĕк пасарĕ" МУП территорийĕнче суту-илỹ тăвакан лавккасенче пакетри пахча çимĕç вăрлăхĕсен ушкăнне вĕсен сортне тата вăрлăхсене акса тĕрĕслесе пăхнине çирĕплетекен документсăр сутнин нумай тĕслĕхне тупса палăртнă. Вĕсене усă курма юрăхлине çирĕплетекен патшалăх реестрне те кĕртмен. Çапла майпа "Вăрлăх ĕрчетесси çинчен" федераци саккунĕн 28, 30 статйисенче ыйтнине пăхăнманнине тупса палăртнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Аслă Елчĕкри Падуев уйрăм предпринимателĕн Дзержинский урамĕнче вырнаçнă лавккинче пакетри пахча çимĕç вăрлăхĕсен 24 тĕсне вĕсен сортне тата пахалăхне çирĕплетекен документсăр сутнине тупса палăртнă. "Три в одном" редиса (6 пакет), "Тяни толкай" çарăка (5 пакет), "Уно моменто" салата (9 пакет), "Цыган" помидора (15 пакет), "Аннушка" хăяра (34 пакет) усă курма юрăхлине çирĕплетекен патшалăх реестрне кĕртмен. "Елчĕк пасарĕ" МУП территорийĕн çывăхĕнче тĕрлĕ вăрлăхсемпе сутă тăвакан Çĕнĕ Пăвари В.Алексеев, Комсомольски салинчи М. Березовский, Шăмăршă районĕнчи Н.Петров, А.Сумзина уйрăм предприниматель, Елчĕкри автовокзал çуртĕнче вырнаçнă Н.А.Герасимова уйрăм предпринимателĕн суту-илỹ точкинче, В.И.Головин уйрăм предпринимателĕн Кĕçĕн Таяпари "Мария", Ф.А.Шадриковăн Елчĕкри "Семена" лавккисенче те тĕрлĕ вăрлăхсене сутнă чухне йĕркене пăхăнманнине, маларах асăннă йышши çитменлĕхсене тупса палăртнă. Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене реализацилессинче йĕркене пăхăнманшăн палăртнă çынсем тĕлĕшĕпе РФ административлă йĕркене пăснин Кодексĕн 10. 12 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă, ĕçе пăхса тухма Чăваш Республикинчи Россельхознадзор управленине ярса панă. Айăплисене штрафланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика