05 мая 2010 г.
Республикăн кăçалхи кунĕн хăйне евĕрлĕхĕ, уйрăмлăхĕ пур: унăн çуралнă кунĕ, тĕрĕсрех _ юбилей çулĕ. Уçăмлăрах каласан _ Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Ăна çỹллĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе йĕркелỹ комитечĕ пĕлтĕрхи уяв хыççăнах тĕплĕ хатĕрленме тытăннă. Мĕн палăртнинчен чылайăшне пурнăçланă ĕнтĕ, ыттисемпе ĕçлеççĕ. Çакна комитетăн анлă ларăвĕнче, ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ертсе пычĕ, кашниех туйса илчĕ. "Киввипе" _ çирĕп йăлана кĕнипе пĕрлех _ çĕнни те нумай пулĕ. "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнма Раççей Федерацийĕн 47 регионĕпе 4 ют çĕр-шыва (Голланди, Болгари, Бельги, Беларуç) йыхрав янă. 23 регионпа 4 çĕр-шывран Чăваш Ене хаваспах килессе пĕлтернĕ. Вăл шутра йăхташăмăрсен диаспори тĕпленсе пурăнакан Пушкăрт, Тутар Республикисенчи, Самар, Чĕмпĕр, Саратов, Тюмень, Пенза облаçĕсемпе Мускав хулинчи тата Беларуç Республикинчи 9 коллектив хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Фолькдискотека ирттерме вырăс халăх юррисен "Воронежские девчата" вокал ансамбльне чĕннĕ. Пĕтĕм Раççейри ал ĕç ăстисен саккăрмĕш фестивальне çĕр-шывăн 47 субъектĕнчен халех 70 ытла ăста килесси паллă. Вĕсем Чăваш наци музейĕ çывăхĕнчи пĕтĕм лаптăка йышăнĕç. Конкурс çĕнтерỹçине Чăваш Ен Президенчĕн парни тивĕçĕ.