Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç лартаççĕ, тирпей-илем кỹреççĕ

30 апреля 2010 г.

Йывăç лартаççĕ, тирпей-илем кỹреççĕ Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ пĕр çуртра вырнаçнă. Хăйсен территорине тирпей-илем кĕртес, йĕри-тавра йывăçсем лартса хăварас тесе воспитательсемпе шурă халатлă ĕçченсем çанă тавăрсах ĕç уявне тухрĕç. Малашне территорие чăрăшсем илем кỹрĕç. Вĕсене çут çанталăк тусĕсем хăйсемех пăхса тăраççĕ. Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн территорийĕнче те малашне чăрăшсен аллеи çĕкленĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем "Йывăç ларт тата ăна упра" акцие тулли кăмăлпа хутшăнаççĕ. Тăван тавралăха симĕслентерес тесе кашни çулах йывăçсемпе тĕмсем лартса хăвараççĕ. Çак кунсенче ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем Совет урамĕнче тата "Ырсамай" паркĕнче 105 тĕп çăкапа чăрăш лартса хăварчĕç. "Прогресс" акционерсен хупă обществин ертỹçисемпе специалисчĕсем те ырă ĕçрен пăрăнас темеççĕ. Вĕсем малтанах вăрмантан тĕрлĕ хунавсем кăларса килнĕ, унтан вĕсене хăйсен дирекци çурчĕн территорине лартса хăварнă (сăн ỹкерчĕкре). Ватăлнă йывăçсемпе çĕрнисене кăкласа çĕннисене лартнă. Çăкасемпе пилешсен, чăрăшсемпе хырсен аллейине Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика