Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Искусство шкулĕн вĕренекенĕсем савăнтараççĕ

30 апреля 2010 г.

 Шупашкарта ялти çамрăксен "Хавхалану" республикăри тăваттăмĕш фестиваль-конкурсĕнче Елчĕкри искусство шкулне çỹрекенсем палăрнă. "Халăх инструменчĕсен пултарулăхĕ" номинацире З.Павлова ертсе пыракан ансамбль пĕрремĕш, С.Краснов ертсе пыракан шавлă инструментсен ансамблĕ иккĕмĕш вырăна йышăннă. Л.Доброхотова вĕрентекен Валентина Светопольская вара гитарăпа выляса иккĕмĕш, С.Красновăн вĕренекенĕ Дмитрий Осипов купăс каласа виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарнă. "Вокал пултарулăхĕ" номинацире те Елчĕксем маххă паман. А.Воробьева воспитанникĕсем _ Рина Светопольскаяпа Кристина Смирнова (Курнавăш) пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика