30 апреля 2010 г.
1911-1915-мĕш çулсенче ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксем упранаççĕ пирĕн килте. Ятарлă фотосалонсенче пичетленĕскерсем, вĕсем сарăхман та, шупкаланман та. Сăн ỹкерчĕксем çинче асаттен шăллĕ И.Н.Сурков тата унăн мăшăрĕ _ Елчĕк хĕрĕ. Иккĕшĕ те Елчĕкри шкулта учительте ĕçленĕ. Шел те, Елчĕк хĕрĕн ятне те, вăл малтан ăçта вĕреннине те пĕлместпĕр. Иван Никитич Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски ятлă ялта çуралнă. Çемьере çичĕ ача пулнă. Иван, вăталăххи, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринчен вĕренсе тухнă. Кунтах унăн юлташĕ, кайран Çĕньял Покровски шкулĕнче 52 çул ĕçленĕ П.А.Ефремов учитель вĕреннĕ. Елчĕкри шкулта ĕçлеме пуçласан Иван Никитич Панфил Афанасьевич патне çырусем çырса тăрать, сăн ỹкерчĕксем ярса парать. Пĕрне 1911 çулта юпа уйăхĕнче Хусанта ỹкернĕ. Унта И.Н.Сурковпа мăшăрĕ çамрăк, илемлĕ те мăнаçлă. Тепринче (ăна киле янă) Сурковсем юнашар лараççĕ, анчах хăçан ỹкерĕннине палăртман. Кунта Елчĕк хĕрĕ уйрăмах чипер. Асатте, Василий Никитич, каласа панине астăватăп. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсан Иван Никитич мăшăрĕпе тата пĕчĕк хĕрĕпе Елчĕкрех пурăннă. 1919 çулхи çуркунне Колчак çарĕ Хусанпа Чĕмпĕр еннелле талпăнма пуçланă. Шуррисем Елчĕк патне те çитеççĕ. "Çула май" тенĕ пек вĕсем ун чухне хăйсемпе пĕрле Иван Никитича çавăрса илсе кайнă. Унтанпа И.Н.Сурковран сас-хура пулман. Асаттен ывăлĕсем ăна архив урлă шыраттарса та пăхнă. Анчах Иван Никитич пирки "унăн арăмĕпе хĕрĕ Мускава пурăнма куçнă" тесе çеç пĕлтернĕ. И.Н.Сурков çемйи çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Тен, Ел-чĕксем мĕн те пулин пĕлеççĕ е илтнĕ? Тен, Иван Никитич мăшăрĕн тăванĕсен те çакăн пек сăн ỹкерчĕксем упранаççĕ? Çырса пĕлтерĕр. Манăн адрес "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче.