Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон çыхăнăвĕпе усă курăр

30 апреля 2010 г.

Тĕнчипе сарăлнă Интернет çыхăнăвĕ пирĕн республикăри халăха та нумай пулăшать. Ун урлă вĕсем хăйсене кăсăклантаракан питех те нумай ыйтусене хурав илеççĕ. Юлашки вăхăтра чылайăшĕ Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн сайчĕпе те (minyust21.ru) анлăн усă курать. Çавна май пирĕн пата çырупа тухакансен хисепĕ чакнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Акă, 2009 çулта пирĕн сайт çине тĕрлĕ ыйтусемпе вăтăрăн кĕнĕ. Хăйсен ыйтăвĕсене электрон почтипе ярса паракансем кăçалхи пĕрремĕш кварталтах унтан ытларах пулнă. Çакă граждансемшĕн меллĕ те. Мĕншĕн тесен, çырупа янă ыйту çине, йĕрке тăрăх, хурав парасси 30 кун таранччен тăсăлма пултарать, хальхи информаци технологийĕпе усă курсан _ хурава 5 кунтанах илетĕн. Анчах çакна палăртмалла, граждансен ыйтусене кĕскен те вырăнлă пама хăнăхмалла. Вĕсем Управлени компетенцине кĕччĕр. Унсăрăн ытти çĕрте хурав шыраса вăхăт сая кайма пултарать. Управлени сайчĕ çине чи малтан "Вопросы-ответы" рубрикăна кĕмелле, унтан хăвăра кăсăклантаракан ыйтăва памалла та электрон почтине ăсатмалла. Тепĕр 5 кун иртсен хурава Управлени сайчĕ çинчен вулама пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика