30 апреля 2010 г.
4, 11, 17, 24, 31. Район пуçлăхĕ предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен канашлу. 3. "Кашни пучах патронпа танлашнă" ятпа районти шкул ачисем тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулни. 5. "Савăн, Çĕнтерỹçĕ Çуркунне" агитбригадăсен конкурсĕнче çĕнтернĕ пултарулăх коллективĕн концерчĕ. 5. "Иртнине пуласлăхшăн асра тытмалла" калаçу-дискусси (вăрçă ветеранĕ Н.Е.Московский хутшăнать). Тĕп библиотека. 7. "Вăрçăн хĕрарăм сăнĕ çук" ятпа вăрçа хутшăннă хĕрарăмсемпе "çавра сĕтел хушшинчи" тĕл пулу. Тĕп библиотека. 8. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне факел йăтса утни. 9. Елчĕкри тĕп лапамри уяв митингĕ. Çăмăл атлетсен чупăвĕ. Футбол вăййин финалĕ. 13. Шкул директорĕсен вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен семинар-канашлăвĕ. 14. "Атте, анне тата эпĕ _ вулакан çемье". Лаш Таяпари библиотека. 18. "Пĕчĕк фея" илемлĕх конкурсĕ. 25. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи юлашки шăнкăрав. 28. Районти культура работникĕсен семинарĕ. 30. Шкул директорĕсен канашлăвĕ.