30 апреля 2010 г.
Çакна палăртни вырăнлă пулĕ: саманапа тата вăхăтпа килĕшỹллĕн, пирĕн районта та çĕнĕ организацисем çине-çинех çуралаççĕ. Анчах вĕсем çинчен чылайăшĕ лайăх пĕлеймест. Çав вăхăтрах икĕ çул каялла кăна ĕçе пуçăннă тулли мар яваплă "Стройэнергосервис" юлташлăх-компани хăвăртах Елчĕкри çĕр-çĕр çын тимлĕхне тивĕçрĕ. _ Çакна мĕнпе ăнлантаратăр эсир? _ чи малтанхи ыйту пулчĕ юлташлăх ертỹçине А.В.Нягина. _ Пĕрремĕшĕнчен, нумайăшĕ çав пулăшусăр пурăнма та пултараймасть. Тепĕр енчен, çуртсене тытса тăрассине тĕпрен лайăхлатма, пасар условийĕсене кура çĕнетме тахçанах вăхăт çитнĕ. Виççĕмĕшĕнчен, юлташлăха йĕркеленĕ чухне пирĕн Елчĕкри коммуналлă çуртсенче пурăнакансемпе пуринпе те тенĕ пекех куçа-куçăн калаçма, çĕнетĕвĕн тĕллевĕсемпе туллин паллаштарма тиврĕ. Темиçе хутчен те пуху-канашлу иртнĕ, организацин тĕллевĕсем çинчен уççăн ăнлантарса панă. _ Каçарăр та, Александр Владимирович, темшĕн сирĕн организацие хăш-пĕрисем паян та "Коммунхоз" тесех калаççĕ... _ Пĕлетпĕр. Сăлтавĕ кунта хăш-пĕрисем çĕнĕ организаци ятне-шывне хăнăхса çитменнинче кăна. Чăннипе вара, пурте пирĕн юлташлăх хăйсемшĕн çывăхрах тата яваплăрах пулнине лайăх ăнланать. Çавăнпа та ыйтусемпе тỹрех "Стройэнергосервиса", пирĕн специалистсем патне килеççĕ. Тепĕр тесен, организаци-юлташлăх чылайăшĕн тавне тивĕç пулчĕ те ĕнтĕ. Акă, иртнĕ çулта кăна район центрĕнчи 12 çурта пысăк юсав турăмăр: чылайăшĕн тăррине çĕнĕрен витнĕ, шыв, канализаци, ăшă системисене, çуртри электролинисене юсанă, подьездсене хăтлăх кỹнĕ. Хăш-пĕрисенче пурăнакан çемьесене тĕп канализаци çулĕ çине тухма та (тĕпрен илсен, проект ĕçĕпе) пулăшрăмăр. Комсомол, Октябрь, Юбилей, Андреев урамĕсенчи çуртсенче юсав ĕçĕсем тума май килчĕ. Кунта çĕнĕ юлташлăх йĕркеленĕ май района кивĕ çуртсене çĕнетме самай укçа-тенкĕ уйăрни те пĕлтерĕшлĕ. Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фончĕпе республика бюджечĕн пулăшăвĕ палăрмаллах курăмлă пулчĕ. Районти хăй тытăмлăх та аяккинче юлмарĕ. Тĕрлĕ çăл куçсенчен кивĕ çуртсене юсама 16 миллион тенкĕ ытла кайнă. Çав вăхăтрах пурăнакансен (хваттерĕсене тахçанах хăйсене илнĕ _ приватизаци тунă пулсан та) пĕтĕм тăкаксен пилĕк процентне кăна саплаштармалла пулчĕ. _ Эпир пĕлнĕ тăрăх, юлташлăх-компани малашне, тĕпрен илсен, çуртсенче пурăнакансен укçи-тенкипе тĕрлĕ ĕçсем тумалла. Ăна хăйне те, вĕсене туллирех пулăшу парас тĕллевпе йĕркеленĕ. _ Çапла. Кашни çулта мĕн тăвасси, мĕн юсасси пирки чи малтанах вĕсемпе канашлатпăр. Нумаях пулмасть-ха черетлĕ тĕл пулура (тĕп библиотека çуртĕнче иртрĕ вăл) татса паман çивĕч ыйтусем, умра тăракан тĕллевсем пирки пысăк калаçу пулчĕ. Унта район тата ял тăрăхĕн ертỹçисемпе прокуратура ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Халĕ унта хускатнă ыйтусемпе сĕнỹсене пĕтĕмлететпĕр, çавна май хамăрăн кăçалхи плансене хушăмсемпе тỹрлетỹсем кĕртетпĕр. Укçа-тенкĕ пирки калас пулсан, хваттерсенче пурăнакансем ытларахăшĕ мĕн пур тỹлевсемпе вăхăтра татăлаççĕ. Çакă çуртсене тытса тăрассине хуллен те пулин лайăхлатма, шывпа, ăшăпа, электроэнергипе тивĕçтерессине çĕнĕлле йĕркелеме май парать. Çапах та пурне те пĕр вăхăтра татса пама питех те йывăр. Вун-вун çул каялла йĕркеленĕ шывпа тивĕçтерекен системăна тытса тăма уйрăмах нумай тăкак каять. Чăннипе илсен кашни пус шутра. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хваттерсен хуçисем тĕрлĕ пулăшушăн татăлма васкамаççĕ. Пĕтĕмлетсе шутланă тăрăх, ака уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕсен парăмĕсем миллион тенкĕрен кăшт çеç каярах. Парăмçăсене ỹкĕтлени, темиçе хут та калаçни усă паманнисене хаçат урлă асăрхаттарасах килет. Малашне парăмсене суд урлă шыраса илме тавăç тăратма тивет. Ун чухне тăкакĕ ытларах та пуласси кирек камшăн та паллă. _ Кăçал мĕнле çĕнĕ ĕçсем пурнăçлама палăртатăр? _ Тĕпрен илсен, кивĕ çуртсене юсаса тирпейлесси малалла пырать. Иртнĕ хĕл сивĕ, ытти çулхисенчен уйрăмрах пулнăран, çуртсем таврашĕнчи тротуарсемпе шыв юххисем ванса пĕтнине шута илсе, вĕсене юсама е вырăн-вырăнĕпе çĕнĕрен тума тивет. Хăш-пĕр çуртсенче пурăнакансен заказĕпе подъездсене юсасшăн, тимĕр алăксем лартмалли те пулать пулĕ. Сăрламалли, илем кỹмелли пирки каламастăп та _ вăл ĕçсен калăпăшĕ çулленех ỹссе пырать. Хăш-пĕр çуртсенче пурăнакансене тĕп канализаци системи çине тухма пулăшмалла пулать. _ Тумалли хăш-пĕр ĕçсене кăна асăнни те, пирĕн шутпа, çĕр-çĕр пин тенкĕпе çыхăннă. Ăна е хушма укçа-тенке ăçтан тупатăр? _ Паллах, коммуналлă çуртсенче пурăнакансен тỹлевĕ палăртнин пĕр пайне кăна пурнăçлама çитет. Çавна май тĕп юсав тăвакан çуртсенче пурăнакансен хăйсен те кăштах тăкакланма тивĕ. Çывăх çулсенче ( 2012-ччен) татах 17 çурта тĕпрен юсамалла. _ Тен, хăвăрăн та хушма тупăш илмелли майсем пур? _ Пур та, тупмалла та тесе çирĕплетсех калама пулать. Мĕншĕн тесен пирĕн ăста инженерсемпе техниксем çителĕклĕ. Ĕçе тĕплĕ тума пĕлекен ахаль рабочисем те пур. Çу кунĕсенче вĕсен йышне вăхăтлăха ỹстерме те пулать. Апла пулсан, пирĕн организацисен е уйрăм çынсен заявки тăрăх çурт-хуралтă тума та, электричество линийĕсем карса, килсене электрификацилеме те майсем çителĕклĕ. Пурне те вăхăтлă тата пахалăхлă тума шантаратпăр. _ Кăçал чылай çуртсенче пурăнакансем (икĕ çĕр ытла çемье пулĕ) хваттерĕсене уйрăммăн (автономлă майпа) хутса ăшăтасси çине куçма хатĕрленет. Ялсенче те, унччен газ кĕртейменнисем, вутă-кăмрăкпа хутассинчен хăтăлас текенсем пур. Вĕсене пулăшма май пур-и сирĕн? _ Тархасшăн. Кирек мĕнле ĕçе те хапăл тусах йышăнма, ĕçе гаранти йĕркипех пурнăçлама хатĕр. Компанири виçĕ инженер таранчченех тĕрлĕ оборудовани тăвас тата хута ярас (пуско-наладка) енĕпе вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Вĕсем кирек мĕнле калăпăшлă çуртпа хваттере те мĕнле кирлĕ çавăн пек ăшă системипе (наука никĕсĕнче хатĕрленĕ тулли расчетсемпе) тивĕçтерме пултараççĕ. Мĕнле пăрăх, мĕнле радиатор туянни меллĕрех тата йỹнĕрех ỹкет _ пĕтĕмпех шутласа кăлараççĕ тата шăратса çыпăçтарса е ытти майпа кĕске вăхăтрах ĕлкĕртсе параççĕ. Система ĕçне, маларах асăннă пек, икĕ çултан кая мар йĕркеллĕ ĕçлеме гаранти параççĕ. Хакĕ хуçа мĕнле материалпа усă курас тенинчен килет. Ĕçшĕн калăпăшне кура тỹлемелле пулать. Маларах шутласа пăхнă тăрăх, хваттерсенчи хутмалли система тума 8-10 пин тенке ỹкет. Паллах, çав сумма пỹлĕм пысăкăшне кура кăштах ылмашăнатех. Эпир, хамăр опыт çирĕплетнĕ тăрăх, ăшă системине Чехире, Турцире кăларнă хатĕрсенчен тусан шанчăклăрах тесе шутлатпăр. Вĕсем сахалтан та 15-20 çуллăха чăтаççĕ. Хальхи саманара, хăвăрах пĕлетĕр, перекетлĕх ыйтăвĕ (газпа çутă та, ытти те) уйрăмах çивĕч тăрать. _ Пирĕншĕн çакă паллă, çурта е хваттере уйрăммăн хутса ăшăтас текенсем çакăн валли мĕнле хуран (котел) илесси пирки иккĕленеççĕ. Сирĕн специалистсем ку енĕпе пулăшма е сĕнỹ пама пултараççĕ-и? _ Чăнах та, котелсем çичĕ-сакăр тĕрли таранчченех. Çапах та чи перекетлĕ тата меллĕ ĕçлекеннине, шанчăклине суйласа илни питех те вырăнлă. Пирĕн специалистсем, объектра хăйсем пулнă тата шутлавсем тунă хыççăн, хваттер е çурт мĕнлине кура хăйсен сĕнĕвĕсене параççĕ. Ытти ĕçсем (электричество, строительство е урăх йышши сервис) пурнăçланă чухне те вĕсем саккас параканăн укçи-тенкине май килнĕ таран перекетлемелли майсем сĕнеççĕ. Юлашкинчен çакна та асăнса хăварам, ялсенче тирпей-илем ĕçĕсем нумай тунине шута илсе, эпир тротуар, тăвăр çул тумалли брусчатка ( хаклах мар, илемлĕ те перекетлĕ) кăларма тытăнтăмăр. Ăна заявка тăрăх кирек кама та сутатпăр.