Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисен канашĕсене асра тытатпăр

30 апреля 2010 г.

 Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем тăван чĕлхене уйрăмах юратаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ конкурса, пултарулăх ăмăртăвне тăтăшах хутшăнаççĕ. Çулсерен "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйăра палăрни те пысăк ỹсĕм. Кăçал, акă, 22 вĕренекен диплома тивĕçрĕ. 5-мĕш класри Анастасия Диомидова, Настя Смирнова, Ирина Никитина чи пысăк балсем пухрĕç. К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул, Аслă Çĕнтерỹ 65 çул çитнине халалланă "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен" конкурсра 8-мĕш класри Алина Скрипкина пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. "Туслăх хĕлхемĕ" фестивальте вара "Çĕнтерỹçĕсем манăçмаççĕ" темăпа презентаци йĕркелесе 9-мĕш класри Алевтина Осипова палăрчĕ. Сăвăсем шăрçалама та ăста пирĕн вĕренекенсем. 5-мĕш класри Настя Смирнова вăрçă темипе çырнă сăвви пурин чĕрине те хумхантарчĕ. Чăваш чĕлхин кунне чыслама шкула хăнасем йышлăн килчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай пулчĕ пирĕн патăмăрта. Çавăн пекех хамăр шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Захаров та ентешсен йыхравĕнчен пăрăнмарĕ. В.Туркай вĕренекенсене чăваш халăхне, тăван чĕлхене вĕçĕ-хĕррисĕр юратса хисепленине, Çеçпĕл пек, ыйхăран вăранма йыхравлакан сăввисемпе паллаштарчĕ. Ачасем те унăн сăввисене пăхмасăр каларĕç. О.Захаров вĕренекенсене спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетме пулăшни çинче чарăнса тăчĕ. Федерацин "2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программине ĕçе кĕртес енĕпе пирĕн республика малта пыракан регионсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ăспа сывлăха сутăн илме çуккине шкул ачисем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа Олег Ананьевич калаçнине тимлĕн итлерĕç. Хăнасем шкула асăнмалăх парнесем парса хăварчĕç. Вĕренекенсен асĕнчен Силуан аттепе тĕл пулни те часах асран тухмĕ. Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ, иеромонах ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейĕн 18 регионĕнче, çав шутра Чăваш Енри вĕрентỹ учрежденийĕсенче те, тăваттăмĕш классен расписанийĕнче "Основы религиозных культур и светской этики" çĕнĕ урок кĕртни вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те усăллă пуласса шанса тăнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çынсем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен япăхлансах пыни сисĕнет. "Тен, çĕнĕ предмета вĕреннĕ май, ыр кăмăллăх, сăпайлăх, тараватлăх пирĕн хушăмăрта ытларах пулĕ", _ терĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика