Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыв, Чăваш çĕр-шывĕ

28 апреля 2010 г.

 Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх символĕсен _ наци Гербĕн, Ялавĕн тата Гимнĕн _ кунне паллă тăватпăр. Çиелтен пăхсан, Герб щичĕ чăвашсем сĕм авалтан Киреметре (тĕне кĕмен чăвашсем кĕлĕ вуланă тата чỹк тунă вырăн) хăйсен туррисене парне панă выльăх тирне аса илтерет. Вăл чăваш халăхĕ хăйĕн патшалăхне çĕнсе илессишĕн кĕрешсе пуç хунисене сăнарлать. Щит Чăваш Республикин халăхĕ хĕвел айĕнчи уçлăхра пурăннине палăртакан çул енчи йĕпкĕн хĕрлĕ уй çине пайланать. Патшалăх Ялавĕн тĕсĕсем _ сарă (ылтăн) тата йĕпкĕн хĕрлĕ (сандал-хĕрлĕ) _ чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ тĕсĕсем. Сарă чăваш халăх сăмахлăхĕнче чи хитри шутланать. Вăл мĕн пур илемлĕхпе ырăлăха сăнарлать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăх эрешĕн тĕп элеменчĕсене палăртнă. Ялав çỹллĕшĕн пайне йышăнакан сарă уй Чăваш Республикин халăхĕ хĕвел айĕнче вырнаçса пурăнакан вырăна палăртать. Ялав çỹллĕшĕн аял енче йышăнакан горизонт майлă йĕпкĕн хĕрлĕ уй Чăваш çĕрне палăртать. Ялав сарлакăшĕн пайне йышăнакан "Пурнăç йывăçĕ" эмблема _ авалхи чăвашсен руна çырулăхне тĕпе хурса хатĕрленĕ паллă, унăн ĕлки чăвашсем сума сăвакан хăватлă та вăрăм ĕмĕрлĕ, çут çанталăк йĕпи-сапине чăтăмлă йывăçа _ юмана аса илтерет. "Пурнăç йывăçĕ" композицин симметриллĕхĕ чăваш халăхĕн шалти чун-чĕре килĕшỹлĕхне, йĕри-тавралăхпа тата çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма тытăннине палăртать. Унсăр пуçне вăл Чăваш Республикин çĕрĕсенче пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне сăнарлать. Виçĕ хутчен ỹкернĕ авалхи хĕвел паллинчен (сакăр кĕтеслĕ çăлтăртан) тăракан "Виçĕ хĕвел" эмблема пурнăç парнелекен тата тиветлĕхе упракан хĕвел çутине сăнарлать. Ялавăн тĕп эмблемине _ "Пурнăç йывăçне" витекен çăлтăра виçĕ хутчен ỹкерни чăваш халăхĕн "Пулнă. Пур. Пулатпăр!" ăнлава палăртать. Чăваш Республикин Патшалăх Гербĕпе Ялавне Э.М.Юрьев художник эскизĕсем тăрăх йышăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Аслă Канашĕ вĕсене официаллă майпа 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика