Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят

28 апреля 2010 г.

 Аслă Елчĕкре ырă ĕçпе палăрнă, ятлă-сумлă çынсем те сахал мар. Нумай çул ветеринари тухтăрĕ пулса ĕçленĕ Анатолий Ильич Афанасьев шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри тенĕ пулăттăм. Сăпайлă çемьере çуралса ỹснĕ вăл. Ашшĕ, Илья Афанасьевич, халăх тăнăçлăхне сыхлакан йĕрке хуралçи _ милиционер пулнă. Шел, хăйĕн пĕчĕк ачисене юратса пăхса ỹстерме шăпа пỹрмен ăна. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин хирĕнче 1942 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ун чухне арçын ача улттăра анчах пулнă, çапах ашшĕне лайăх астăвать вăл. Ял ачисем каникул вăхăтне усăсăр ирттермен, вăй çитнĕ таран колхозра тăрăшнă. Анатолий те пĕр ĕçрен юлман. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ çамрăка каярахпа сысна фермин заведующийĕ пулма çирĕплетни ахальтен мар. Çав вăхăтрах пĕлỹ илес ĕмĕчĕ те унăн пуçĕнчен тухман. 1965 çулта çамрăк Патăрьелĕнчи СПТУна кайса кĕрет, ветеринара вĕренет. Ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн тăван колхозра ĕçлеме пикенет. Мĕн вĕреннипе, пĕлнипе анчах çырлахман, 1970 çулта Вăрнарти совхоз-техникумран, 1977 çулта Хусанти ветеринари институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать, ветеринари тухтăрĕ пулса тăрать. Çапла майпа Анатолий Ильич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хăйĕн чун-чĕри суйласа илнĕ юратнă ĕçĕнче тăрăшнă. Ĕçне кура _ хисепĕ. Халăх хушшинчи хисеплĕ çынна икĕ хутчен (1996 _ 2005 çулсенче) район депутачĕ пулма суйланă. Вăл колхозри халăх контролĕн председателĕ те пулнă, республикăри чи лайăх пропагандист ята тивĕçнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн панă наградăсен шучĕ те çук. Анатолий Ильич мăшăрĕпе, Елена Васильевнăпа, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем халĕ ĕнтĕ пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шел, амăшĕ тăхăр çул каялла чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Виталий ывăлĕ вара ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Вăл та Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ, çирĕм çул ытла ĕнтĕ тăван хуçалăхра ветеринари тухтăрĕ пулса тăрăшать. Ашшĕ пекех сăпайлă та тарават. Юрий аслашшĕ çулĕпе утать. Вăл милици подполковникĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ. Ватăлмалăх кунĕнче Анатолий Ильич Виталий ывăлĕн çемйипе _ Раиса кинĕпе, икĕ маттур мăнукĕпе савăнса пурăнать. Сумлă ветерана мăнукĕсем питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ, аслашшĕ пекех вĕреннĕ çын пулма тăрăшаççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика