28 апреля 2010 г.
Ялти ĕçчен, ятлă-сумлă çынсем çинчен каласа кăтартма ыйтсан Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Лариса Морозова нумай шутласа тăмасăрах Борис Головин фермер ятне асăнчĕ. _ Чăннипех, ĕçчен те пултаруллă çынсем, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ытлăн-çитлĕн, пуян та пурăнаççĕ, _ терĕ вăл. Иксĕлми вăй-хал, ĕçе юратни вара Головинсен çемйинче ламран-лама куçса пырать. Ашшĕ, Петр Ермилович, ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра "хурçă ут" çỹретнĕ, республикăри чи лайăх механизаторсен ретĕнче тăнă. Унăн пархатарлă ĕçне патшалăх енчен те тивĕçлипе хакланă, "Хисеп палли" орденпа наградăланă. Хăйĕн виçĕ ывăлне _ Геннадипе Юрие тата Бориса мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă: техникăпа кăсăкланма, çĕр-аннемĕре хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. _ Ял çыннин пур ĕçе те тума пĕлмелле, пирĕн тĕп пуянлăх _ çĕр, вăл пире тăрантарать,- тесе ăс панă вăл ывăлĕсене. Амăшĕн _ Валентина Максимовнăн витĕмĕ те пысăк, унăн харсăрлăхĕпе теветкелĕхне ывăлĕсем тата Мария хĕрĕ нихăçан та манмаççĕ. Мĕншĕн тесен амăшĕ шуçăм çутипе вăранса килти хуçалăхри йышлă выльăх-чĕрлĕхне тăрантарнине, унтан фермăна васканине курмасăр тăман вĕсем. Петр Ермилович авалхи чăвашсен йăлипе кĕçĕн ывăлне _ Бориса тĕп çурта малалла тытса пыма пилленĕ. Геннадипе Юрие уйăрса кăларнă, çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Борис ашшĕн шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларать, хуçалăха çирĕп алăра тытса пурăнать, чăн-чăн арçын. Шел, çакна паян Петр Ермилович курса савăнаймасть... Борис Головина фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма мĕн хистенĕ-ха? Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем арканиччен вăл тăван колхозра водитель, инженер пулнă. Ун хыççăн ялти ытти арçынсемпе пĕрле Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Кĕрĕк арки йăваласа ларнипе хырăм тăранмасть-çке. Çемьере виçĕ ача, вĕсене ура çине тăратмалла, вĕрентсе çын тумалла. Анчах паян _ кунта, ыран _ таçта тĕлли-паллисĕр ĕçлесе çỹрени, çемьерен уйрăм пурăнни унăн кăмăлне пĕрре те тивĕçтермен. Чунĕ ăна ялах туртнă. Çапла майпа вăл пикенсех çĕр çинче ĕçлеме çирĕп тĕв тунă. Унăн шухăшне халĕ амăшĕпе мăшăрĕ те ырлаççĕ, вĕсем ăна май пур таран пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Пирвайхи çул тĕрлĕ ял хуçалăх культурисене пурĕ 100 гектар çинче акса-лартса çитĕнтернĕ пулсан, малашне тата пысăкрах çĕр лаптăкĕ çинче те ĕçлеме ĕлкĕрме пултарнине Борис лайăх ăнланса илнĕ. Çак ĕçе йĕркелесе пыма унăн килĕнче техника та çителĕклĕ: комбайн, гусеницăллă тата урапаллă икĕ трактор, сеялкăсемпе сỹресем, самосвал автомашина... Тăватă пĕр тăван пĕр ялта тĕпленсе пурăнни тата мĕне тăрать! Ушкăнпа тумалли пысăк ĕç тупăнсан Головинсем ăна яланах пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Тĕрлĕ техникăна ĕçлеттерессинче тата вĕсене юсассинче аслă пиччĕшĕ Геннадий хăйне уйрăмах нумай пулăшнине калать Борис. Тăрăшуллă çемье çĕр çинче ĕçленипе анчах çырлахмасть, йышлă выльăх-чĕрлĕх те усрать. Хальхи вăхăтра вĕсем харăсах сăвакан икĕ ĕне, пăруламалли пушмак пăру, икĕ пĕчĕк пăру тытаççĕ, сурăхĕсем те ĕрчевлĕ. Хуçисем выльăхсене юратса пăхни тỹрех сисĕнет: самăр çитĕнеççĕ, хĕл каçипе те вĕсем ỹтрен чакман, таса та. Ĕнесемпе пăрусене, сурăхсене хăтлă хуралтăра усраççĕ, вĕсене ятарлă алăкран кĕртсе кăлараççĕ. Картишĕнче вара яланах тирпейлĕ, таса. Çапла майпа типтерлĕ те çаврăнăçуллă хуçасем патне пуçласа килекен çын çакăн чухлĕ выльăх усранине малтанласа ĕненмессе те пултарать. Борисăн мăшăрĕ Надежда ялта почтальонкăра тăрăшать. Пăянамăшнех хывнă, ун пекех правур, вашават, сăн-питпе тата кĕлеткипе пĕр пекех туйăнчĕç вĕсем. Апла пулсан, Борис амăшĕ евĕрлĕ çынна мăшăр пулма суйласа илнĕ. Ĕне мĕн ĕлĕкрен чăвашсен сумлă, хаклă выльăхĕ шутланнă, вăл çемьене тăрантарнă та, тумлантарнă та. Халĕ вара, самана улшăннă май, тĕрлĕрен калакан пур, ĕнене усăсăр выльăх шутне кĕртекенсем те тупăнаççĕ. Головинсем вара çакна хирĕçлеççĕ, малтанхи шухăшпа тĕпрен килĕшеççĕ. Хăйсен малашнехи ĕмĕтне те пытармарĕç. _ Кирек епле пулсан та ĕне усрани усăллă, малашне вĕсен хисепне 5 пуçа çитерме палăртатпăр, _ тет Борис. Ашшĕпе амăшне, асламăшне курса вĕсен ачисем те ĕçчен ỹссе çитĕнеççĕ. Настя, Вадим тата Ваня асламăшĕ ертсе пынипе кашни кунхи кил-тĕрешри ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ, çав вăхăтрах вĕсем вĕренỹре те лайăх ĕлкĕрсе пы-раççĕ. Çуллахи вăхăтра вара ачасем пахчаран кĕме пĕлмеççĕ, килĕштерсе, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ, ун пек чухне ĕçĕ те ỹсĕнчĕклĕ, кал-кал пулса пырать. Головинсен çемйи ĕçре анчах мар, общество пурнăçĕнче те хастар. Ашшĕпе амăшĕ тата виçĕ ачи район, республика шайĕнче иртекен спорт мероприятийĕсене хутшăнса Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн чысне тивĕçлипе хỹтĕлеççĕ, яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Чăннипех, тăрăшуллă çемье...