Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе çын тăвать

28 апреля 2010 г.

 "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра выльăхсен хисепне çулран-çул ỹстерсе пыраççĕ, çавна май унта продукци туса илесси те пысăк. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермăра мăйракаллă шултăра выльăхсем пурĕ 300 пуç, çав шутран сăвакан ĕнесем 80 пуç шутланса тăраççĕ. Çапла майпа, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсем кунта 26 процент, сăвакан ĕнесем 33 процент ытларах. Палăртнă тапхăрта пурĕ 922 центнер, иртнĕ çулхинчен 312 центнер ытларах сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 1152 килограмм сĕт сунă. Лидаида Кузнецова осеменатор ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи виçĕ уйăхра 55 пăру илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пĕчĕк пăрусем пурте сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Лидаида Кузнецова пĕр ĕçре анчах тăрăшмасть, вăл ветеринар тивĕçĕсене те çỹллĕ шайра пурнăçласа пыма ĕлкĕрет. Осеменатор кăçалхи виçĕ уйăхра та 40 пуç ытла ĕне, пушмак пăрăва пĕтĕлентерсе хăварнă. Фермăра выльăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа вакцинаци тăвассине, сиплев ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлассине малти вырăна хураççĕ. Ĕç чăрмавсăр, кал-кал пулса пыни тỹрреммĕнех юлашкинчен пулакан ĕç кăтартăвĕсем çинче палăрать. Пăрусем кунпа мар, сехетпе ỹсеççĕ тейĕн. Вера Васильевăпа Василий Карчиков пĕчĕк пăрусене ача пек юратса пăхаççĕ, вĕсене куç шăрçине сыхланă пекех упраççĕ. Ферма коллективĕ хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 20 килограмран кая мар сĕт сăвать. Пысăк кăтартусем тăвакансем _ ĕне сăвакан операторсем. Марина Архипова, Алена Савельева, Николай Краснов ĕнесен "чĕлхине" пĕлеççĕ. Кăтартусем мĕнле пуласси апат никĕсĕнчен те нумай килет. Сăвакан ĕнесене хĕл каçипех тулăх рационпа тăрантарма выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Хальхи вăхăтра та ĕнесене куллен 25 килограмм сенаж, 4 килограмм утă, 3 килограмм улăм, 6 килограмм тырă тивĕçет, минераллă, витаминлă хушма апатсене те çулталăк тăршшĕпех çителĕклĕ таран уйăраççĕ. Продукци туса илессинче фермăра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакансем те выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тан тỹпе хываççĕ. Вĕсем: выльăхсене апатпа тивĕçтерессинче куллен тимлекен Владимир Захаровпа Владимир Павлов, Александр Иппатьевпа Вячеслав Шелтуков скотниксем, Александр Савинов слесарь тата ыттисем те. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи мĕн пур ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыраканĕ вара Галина Валерьяновна Краснова зоотехник. Вăл пысăк опытлă, ăста специалист. Галина Валерьяновна нумай çул зоотехникра тăрăшать, производствăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика