Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Награда хăйĕн хуçине тупнă

28 апреля 2010 г.

 Аслă Елчĕкре пурăнакан Иван Федорович Соснов (халĕ Федоров хушаматпа çỹрет) 17 çул тултарсанах Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсен ретне тăнă. Чылай çапăçусене хутшăннă, Çĕнтерĕве Германи çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. 305-мĕш стрелковăй дивизи командирĕн 1945 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăларнă 035-мĕш номерлĕ приказĕпе çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратнă. Анчах Иван Федорович ăна вăхăтра илме ĕлкĕреймен. Каярахпа хушамат улшăнни те чăрмантарнă пулас. 65 çул иртнĕ хыççăн награда хăйĕн хуçине тупнă. Çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн начальникĕ А.Маурин вăрçă ветеранне Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă. Çак ятпа ăна район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, республикăри çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн 2-мĕш уйрăмĕн начальникĕ С.Алюкин, ыттисем саламланă. Вăрçăран таврăннă хыççăн Иван Федорович нумай çул колхозра слесарьте ĕçленĕ. Халĕ Аркадий ывăлĕн çемйипе пурăнать. Çулĕпе çамрăк мар пулин те вăл килти хуçалăх ĕçĕсене хутшăнать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика