Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк тăрантарать

28 апреля 2010 г.

Çулталăк тăрантарать "Прогресс" акционерсен хупă обществинче çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра, чи пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн кăçал ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 835 гектар çинче акса хăвармалла. Хальхи вăхăтра кунта палăртнă ĕç калăпăшĕн 90 процентне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ĕнелĕнчи тăваттăмĕш бригадăра ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Тỹскелĕнчи виççĕмĕш бригадăра вара тĕш тырă культурисене ĕнер пĕтĕм лаптăкра акса пĕтернĕ. Тăваттăмĕш бригада бригадирĕ Анатолий Куприянов черетлĕ çур акири ĕç-хĕл унчченхи çулсенчи пекех кал-кал пулса иртни çинчен хавхаланса каласа кăтартать. _ Механизаторсем хăйсене çирĕплетнĕ ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимлерĕç. Ирхине çичĕ сехет çитичченех хире тухса ĕçе пикенчĕç, _ тет вăл. Владимир Исаевпа Александр Николаев, Владимир Филипповпа Владимир Николаев, Юрий Гавриловпа Юрий Жирнов кĕрхи çĕртме лаптăкĕсенче нỹрĕк тытса хăварнă, лаптăксене сỹреленĕ. Валерий Охотинпа Сергей Владимирова, Алексей Филиппова вара тĕш тырă культурисене акма çирĕплетнĕ. Агрегатпа çаврăнса иртме çук юпасен таврашĕнчи лаптăксене те çийĕнчех алăпа акса пынă. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă çынсене çирĕплетнĕ. Уй-хир хуçисем шанăçа чăннипех тỹрре кăларма пултарчĕç. Çитес кунсенчех Ĕнелсем çĕр улми лартма тухаççĕ. Кăçалтан бригада "иккĕмĕш çăкăр" туса илессипе ятарласа ĕçлеме пуçлать. Ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ Сергей Разумов палăртнă тăрăх, пĕрремĕш тата иккĕмĕш бригадăсенче те ĕç-хĕл кал-кал пулса иртет. Акăнакан пĕтĕм лаптăка минераллă удобрени çителĕклĕ таран хывнă. Тыр-пул тухăçне тата ỹстерес тĕллевпе кăçал та элита вăрлăхсене ĕçе кĕртнĕ. Çав шутра "Свеча" çурхи тулă, "Тандем" урпа пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Нумай ял хуçалăх предприятийĕнче выльăхсен хисепне çулран-çул ỹстерсе пынă май ытларах лаптăкра курăк акса çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал анчах пĕр çул ỹсекен курăксене 1000 ытла гектар çинче акса хăварнă. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ, куккурус акма тухмашкăн та хатĕр. Сăн ỹкерчĕкре: Валерий Охотин механизатор (варринче), Алексей Владимиров сеяльщик тата Николай Романов водитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика