28 апреля 2010 г.
Тăвай районĕнче кире пуканĕ çĕклессипе республикăра чи пирвайхи спорт мастерне, Раççей чемпионне А.А.Пимулина чысласа ирттернĕ турнирта Елчĕк районĕнчи спортсменсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хăйсен виçисенче И.Кривов, Д.Изратов, А.Павлов, О.Федоров, В.Николаева çĕнтернĕ, А.Яковлев, Н.Яковлев _ иккĕмĕш, Д.Петров, А.Николаев виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пирĕн командăна куçса çỹрекен кубок, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсем, медальсем, парнесем парса чыс тунă. Республикăри çак ăмăртăва 8 команда, 70 ытла спортсмен хутшăннă.