Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă-çке уявра

24 апреля 2010 г.

Чăваш чĕлхипе литература эрнине чыслăн та сумлăн ирттересси пирĕн шкулта ырă йăлана кĕнĕ. А.Михеева ертсе пынипе эрнене тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр. Е.Садовникова библиотекарь "Çĕр пин юрă çĕршывĕнче" кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Екатерина Викентьевна ха-тĕрленĕ К.В.Иванов биографийĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннă пуç ватмăшсен, ребуссен, сăмах каçмăшсен тупсăмĕсене тупассишĕн ачасем эрне тăршшĕпех тупăшрĕç. Чи хастаррисем 7-мĕш класри М.Сергеевăпа Р.Гаврилова пулчĕç. Вĕренекенсем "Сăваплă чăваш çĕршывĕ", "Чăваш çĕрне килсе курсамăр", "Чăваш тум-тирĕ: анатри тата тури", "Тĕнче уçлăхне çитнĕ чăваш" видеофильмсем пăхрĕç, сỹтсе яврĕç. 7 _ 9-мĕш классенче вĕренекенсем тăван чĕлхепе тата литературăпа ирттернĕ олимпиадăна хаваслансах хутшăнчĕç. Кĕçĕн классенче вĕрентекенсем класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç. С.Зайцевăпа Л.Маркова учительсем мероприятисене вăйă урлă йĕркелени пурне те килĕшрĕ. А.Михееван "Тавах, учителĕм, тавах" уçă урокĕ ачасемшĕн çеç мар, вĕрентекенсемшĕн те интереслĕ пулчĕ. Эрнене пĕтĕмлетсе А.Михеева "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" çăлтăрлă сехет ирттерчĕ. Уяв ячĕпе пурне те шкул директорĕ В.Марков ăшшăн саламларĕ. Чăваш юрри, кĕвви, чăваш ташши кĕрлесе тăчĕ уявра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика